Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Февралĕн 11-мĕшĕнче - «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2023» ăмăрту

Февралĕн 11-мĕшĕнче - «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2023» ăмăрту

ЙĂЛАНА кĕнĕ «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2023» ăмăрту кăçал февралĕн 11-мĕшĕнче иртет.

Шăмăршăра йĕлтĕрçĕсен массăллă чупăвĕ халăхра «Красный Бор» текен вăрман уçланкинче иртĕ, ирпе 10 сехетре пуçланĕ.

Çакăн пек ăмăрту муниципалитет округĕнчи кашни территори уйрăмĕнчех иртмелле, пурне те йĕлтĕр йĕрĕ çине чĕнетпĕр!

Дистанцире мала тухнисене медальпе, Дипломпа тата Кубокпа чыслама палăртнă.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
10 февраля 2023
10:55
Поделиться