Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ковид каллех пуçне çĕклерĕ

Ковид каллех пуçне çĕклерĕ

Районта, çĕр-шыври пекех, коронавируспа çыхăннă лару-тăру çивĕчленнĕçем çивĕчленсе пырать. 2022 çул пуçланнăранпа 80 çын ковид серепине лекнĕ, çав шутра аслă ỹсĕмрисем - 49-ăн (вĕсенчен 23-шĕ вакцинаци витĕр тухнă), ачасем - 31-ĕн (пĕрне те прививка туман). Чирленисенчен 9-шĕ çак хăрушă амакран сывалса çитнĕ. Сывату учрежденийĕнче 4-ăн сипленеççĕ (вĕсенчен нихăшĕ те вакцинаци витĕр тухман). Паянхи кун тĕлне коронавируспа чир- лекенсен хисепĕ - 71 çын. Тав Турра, вилнисем çук.

Район çыннисене эпир, медицинăра тăрăшакансем, тархасласа-хистесех хăрушă чиртен çине тăрсах упранма ыйтатпăр. Обществăлла вырăнсенче сыхлăх мерисем çинчен манмалла маррине тепĕр хут аса илтеретпĕр, май пур таран çынсемпе сахалтарах хутшăнма сĕнетпĕр.
Н.Ильина, район больницин тĕп врачĕн çумĕ.