Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

112 номерпе хăçан шăнкăравламалла?

112 номерпе хăçан шăнкăравламалла?

Инкек е хăрушă лару-тăру кирек хăш вăхăтра та, кирек кампа та пулса тухма пултарать. Йывăр лару-тăрăва лексен е, калăпăр, авари пулнине, пушар тухнине, япала вăрланине курсан вара яланах 112 номерпе шăнкăравлама пулать.

Раççейре 112 номер çийĕнчех пулăшу паракан службăсен пĕрлехи номерĕ шутланса тăрать. Вĕсем çак службăсем:

- пушар хăрушсăрлăхĕн служби,

- чрезвычайлă лару-тăрусенче пулăшăва тухакан служба,

- полици,

- васкавлă медицина пулăшăвĕ,

- газ сечĕсен авари служби,

- "Антитеррор".

112 номерпе кирек хăш телефонран та шăнкăравлама пулать, вăл шутра _ обществăлла телефон автомачĕсенчен те. Çав вăхăтрах 112 номер 01, 02, 03, 04 номерсене те пăрахăçламасть.

Çапах та 112 номерпе шăнкăравламалла мар лару-тăрусем пурри пирки те пĕлмелле. Шел пулин те, çак номерпе шăнкăравласа шỹтлекен те сахал мар. Ачасем хăйсен çулне кура шỹтлеме пултарнине ăнланмалла, анчах та аслă ăру çыннисем çак номерпе шăнкăравласа çанталăк çинчен, çулсене хупни е вĕсене юр тултарса лартни пирки, ачасен сивĕре шкула каймалла е каймалла маррине тата ыттине ыйтни те сайра мар пулать. Ку вара 112 номерĕн профилĕ мар.

112 номерпе пурнăçшăн, сывлăхшăн, пурлăха çухатас хăрушлăх тухсан е тухма пултарассине сиссен шăнкăравламалла. Пушар тухсан, газ шăршине сиссен, авари пулса иртнине, кама та пулин медицина пулăшăвĕ кирлине, преступлени пулса иртнине курсан, çынна çемйинче тăтăш хĕненине пĕлсен 112 номерпе шăнкăравламалла.

"112 служба" çынсен пĕлтерĕвĕсене кирлĕ службăсене çитерет. Çав вăхăтрах вăл справочнăй служба шутланмасть. Çавăнпа та 112 номерпе интересшĕн, телефона тĕрĕслесе пăхма е нимĕнле хăрушлăх та çук чухне шăнкăравламалла мар. Ачасене кĕсье телефонне алла памалла мар, мĕншĕн тесен 112 номерпе кирек мĕнле лару-тăрура та шăнкăрав каять. Суя шăнкăравсем вара чăнах та пулăшу кирлисен шăнкăравĕсене йышăнма чараççĕ, хаклă вăхăта сая яраççĕ.

Палăртмалла, "112 служба" диспетчерĕ сирĕнпе калаçнă вăхăтрах пулăшу сирĕн пата пыма тухать.

Район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕ.

 



15 марта 2021
10:13
Поделиться