Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Йышлă çемье - чăн-чăн телей!"

"Йышлă çемье - чăн-чăн телей!"

"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

МАРИЯ ПАДИАРОВА çинчен Шăмăршă район энциклопедийĕнче уйрăм статья пур. Çамрăк хĕрарăм нумай ача амăшĕ пулнипе тивĕçнĕ çак чыса: 36 çула çитнĕ тĕле вăл 9 пепке çуратса пурнăç парнеленĕ тата çемье хỹттисĕр юлнă 4 ачана хăйĕн çуначĕ айне йышăннă.

... Мария Шăмăршă ялĕнче анлă тавра курăмлă, ăшă кăмăл-туйăмлă учительсен çемйинче 1981 çулта çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ иккĕшĕ те Уфари Пушкăрт патшалăх педагогика университетĕнче "вырăс чĕлхипе литератури" специальноçне алла илнĕ, ун хыççăн пĕрле Виçпỹрт Шăмăршăри 8-çул вĕренмелли шкулта ĕçлеме пуçланă: Иван Николаевич _ завуч тивĕçĕнче, Светлана Николаевна _ вырăс чĕлхипе литератури учителĕ.

Литературăпа пĕчĕкренех туслашнă Мария: кĕнекесем çỹлĕксене вырнаçайманнипе залра урайĕнчен маччана çитиех купаланса тăнă. Мĕнлисем кăна пулман вĕсен килĕнче: классика, фантастика, искусство, çут çанталăк, ют çĕршывсем çинчен çырнисем... Тата çĕршывăн пур кĕтесĕнчен те пуçтарнă сайра тĕл пулакан чечексем, кăнтăрта кăна ỹсекен тĕрлĕ улма-çырла асра _ пушă вăхăтра амăшĕ садран тухма та пĕлмен. Искусство тĕнчинче çитĕннĕ Машăн тетĕшĕпе шăллĕ те. Шкулта вĕреннĕ çулсенче Мария тăтăш ташă кружокне те çỹренĕ _ музыка çеммипе илемлĕ хусканусем тума, сцена çинче хăйне тыткалама вĕреннĕ. Инди тата ытти асамлă тухăç ташшисене хỹхĕм ташласа куракансене савăнтарнă.

1998 çулта Шăмăршăри вăтам шкула ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн ("пиллĕксем" хушшинче темиçе "4" кăна) М. Падиарова Шупашкарта аслă пĕлỹ илме шутлать. Анчах та института вĕренме кĕнĕ çулах мăшăрланать, хăйĕн пурнăçне çемьене халаллать. Пĕрремĕш тĕпренчĕкне вăл _ Ян ывăлне _ 19 çулта алла илет. Икĕ çултан Светозар çуралать. Ун хыççăн _ ыттисем. Калас пулать, Мария пысăк çемье çинчен ачаранпах ĕмĕтленнĕ. Унпа мăшăрĕ те _ çемьере пĕр-пĕччен ача çитĕннĕ Евгений Прокопьев _ пĕр шухăшлă. Пĕр тăванĕсем пулманран ачалăхĕ кичем иртнĕ унăн. Çавăнпа та халĕ ачисем йышлă çемьере выляса-кулса, пĕр-пĕрне пулăшса ỹснишĕн питĕ кăмăллă.

Çивĕч ăслă, творчествăлла çынна йышлă çемье те чăрмав мар. 2012 çулта мăшăрĕ сĕннипе 6 ача амăшĕ "Миссис Россия" конкурс финалĕ витĕр тухса Мальтăра тĕнче шайĕнчи конкурса хутшăнма тивĕçнĕ, "Миссис-мама" ятпа таврăннă. 4 ывăлĕпе 2 хĕрĕ, савнă мăшăрĕ тем пек хĕпĕртенĕ унăн пĕрремĕш çитĕнĕвĕшĕн! Чăваш наци костюмĕ тăхăннă черчен сăн-питлĕ, йăрăс пỹллĕ хĕрарăм çакнашкал сумлă конкурсра эрудицийĕпе, пултарулăхĕпе палăрни ентешĕсене те мăнаçлантарать.

Конкурссем кунпа вĕçленмеççĕ. 2014 çулта 7 ача амăшĕ "Женщины России" конкурсра Чăваш Ен чысне тивĕçлĕ хỹтĕлет, "Миссис Россия international - 2014" титулшăн çивĕч кĕрешет. Тата икĕ çултан "Миссис Россия - 2016" конкурс финалисчĕ пулса тăрать.

39 çулти Мария Ивановнăшăн çемье интересĕсем халĕ те чи пĕлтерĕшлисем. Хăй çуратнă тăхăр ачи пекех, усрава илнисем те уншăн çывăх та тăван. "Упăшка тăванĕсен ачисем вĕт вара вĕсем, ют мар!" _ унăн кăн-кăвак куçĕсем савăнăçлăн çиçеççĕ. _ Пилĕк çул каялла пĕр тăван 3 тата 4 çулти ачасене хамăрăн çемьене илтĕмĕр. Мĕншĕн интерната ямалла-ха вĕсене _ вырăн çитет вĕт!". Ырă чунлă хĕрарăмшăн вĕсем хăй çуратнисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ. Кашни ача çемье ăшшине кăмăллать, аслисем çине шанчăкпа пăхать. Çемье мĕн чухлĕ йышлăрах, çавăн чухлĕ тĕреклĕрех. Мăшăрĕпе яланах килĕшỹре, çемьере яланах пĕр-пĕрне ăнланни, хисеплени хуçаланать.

Туслă кил-йышра халĕ чи кĕçĕнни _ виçĕ çулхи Захар. Чи асли _ Ян _ çирĕм тултарнă, колледжран вĕренсе тухсан салтак тумне тăхăнасшăн _ çар тивĕçне пурнăçлама хатĕрленет. Сăмах май, çемьере 4 студент, 5 шкул ачи, 4 садик воспитанникĕ. Икĕ хутлă çуртра никама та тăкăс мар. Çурт йĕри-таврашĕнчи участокра пурте пĕрле пахча çимĕç, улма-çырла çитĕнтереççĕ. Нумай ача амăшĕ çĕрпе ĕçлеме кăмăллать, çак ĕçе çамрăксене те явăçтарасшăн.

_ Йышлă çемьере йывăрлăхсем те сахал мар тĕл пулаççĕ пуль? _ хĕрхенсе пăхатăп Мария çине. Ыйту вырăнлах пулманнине каярах кăна ăнлантăм.

_ Йывăрлăх сăмаха пĕлместпĕр-ха эпир çак куна çитсе те. Пурте хамăр ĕмĕтленнĕ, шутланă пек пулса пырать. Ачасем сывлăхлă, халиччен те 8 ывăлпа 5 хĕртен пĕри те чирлесе курман (тьфу! тьфу!). Мăшăрпа яланах юратупа килĕшỹре, пĕр-пĕрне сăмахсăрах ăнланатпăр. Эпĕ телейлĕ хĕрарăм!

Социаллă активлăхне кура, Мария Ивановна çĕршывăн Чăваш Республикинчи Хĕрлĕ Хĕрес обществăлла пĕрлешĕвĕнче ĕçлет, инкеке лекнĕ çынсене пулăшу кỹрессипе тăрăшать. Çак ĕçе те вăл чун-чĕри ыйтнипе, чĕри хушнипе тỹрĕ чунпа пурнăçлать.

Ырă ĕç ырăлăх çуратать, теççĕ. Ача амăшĕ-героиньăн хĕрỹ туйăмĕсем ачисенче те малалла аталанса пыччăрах!

Г.ИВАНОВА.



20 июля 2020
15:40
Поделиться