Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çемье историйĕ - чи пуянни

Çемье историйĕ - чи пуянни

ИРТНĔ эрнере пирĕн çĕршывра Çемьепе юрату тата шанчăклăх кунне анлă паллă турĕç. Шăмăршăра та хисеплĕ çемьесене яланхи пекех район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче чысларĕç.

Районти клубсен тытăмĕ çак кун тĕлне "Манăн телейлĕ çемье" фотоконкурс ирттернĕ, çĕнтерỹçĕсене Хисеп грамотипе, сертификатпа хавхалантарнă. Республикăра та асăннă çемье уявне халалласа нумай мероприяти йĕркеленĕ. Акă, сăмахран, "Çемье телейĕ" онлайн-конкурс. Унта Чăваш Енре пурăнакан 400 ытла çемье хутшăннă. "Чи лайăх çемье йывăçĕ" ("Лучшее генеалогическое древо своей семьи") номинацие Шăмăршă ялĕнче тĕпленнĕ Николайпа Лариса Юмановсем те хăйсен тĕпчев ĕçне тăратнă, республикăра 1-мĕш вырăн йышăннă. Саламлатпăр! Пурнăçра çемье чăннипех те чи хакли, чи пĕлтерĕшли, çавăнпа та ăна упрасси _ кашнийĕн тивĕçĕ.

Г. НИКОЛАЕВА.



20 июля 2020
15:39
Поделиться