Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ака ĕçĕ вĕçленнĕ

Ака ĕçĕ вĕçленнĕ

Çуркунне çывăракансене юратмасть. Кашни кун ĕçе вăхăтра пурнăçлама хистет. Ял хуçалăх ертỹçисем çакна питĕ лайăх ăнланаççĕ. Вăхăтра тыр-пул акса хăвармасан лайăх тухăç пирки шутламалли те çук. Кая юлсан каю та шăтаймĕ...

Ф.С.Рахматуллов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче ака ĕçĕсене вĕçленĕ. Кунта вăй хуракансем хĕрỹ ĕççинче ырми-канми тăрăшнă, кашни кунпа туллин усă курнă.

Ир-ирех хăйĕн тракторĕпе М.Фахрутдинов механизатор хире васканă. Унăн "хурçă учĕ" кăлтăксăр ĕçлени пĕтĕм ĕçе вăхăтра тума май панă. А.Селиванов сеяльщик та тăрăшуллă пулнă. А.Антонов водитель те ĕççинче канăçне çухатнă, А.Савельев грузчик пирки те çакнах каламалла.

Акара тăрăшакансене вĕри апатпа та тивĕçтернĕ. Любовь Кузьминапа Олимпиада Савельева поварсем кашни кун техĕмлĕ яшка-пăтă хатĕрленĕ.

А.НИКОЛАЕВ.

Районти ял хуçалăхĕсенче ака ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Пурĕ 6030 гектар çинче çурхи культурăсене акнă, çав шутра _ 2800 гектар тулă, 2950 гектар урпа, 210 гектар сĕлĕ, вăрлăхлăх 30 гектар куккурус, 40 гектар пăрçа йышши культурăсем.

Çĕр улмине 32 гектар лартнă, 120 гектар соя, 1,5 гектар сухан-севок акнă. Çавăн пекех 300 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕпе 250 гектар хĕвелçаврăнăш пулĕ.

Выльăх-чĕрлĕх апачĕлĕх 70 гектар 1 çул ỹсекен тата 50 гектар нумай çул ỹсекен курăксем çитĕнтерĕç.

Районти кашни хуçалăхрах ака ĕçĕсене вăхăтра вĕçлессишĕн ир пуçласа каçченех вăй хураççĕ.



16 мая 2020
11:33
Поделиться