Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕне сĕчĕ чĕлхе çинче

Ĕне сĕчĕ чĕлхе çинче

ПĔР самант та канса ларма вăхăт çук хĕрỹ ĕç вăхăтĕнче ял хуçалăх ертỹçисемпе фермерсен. Вĕсемшĕн кашни кун хаклă. Ара, çулла тар тăкса вăй хумасан, хĕлле янаха шăлса лармалли çеç юлать. 

Çакна И.Н.Быковăн хресчен(фермер) хуçалăхĕн управляющийĕ Юрий Старшов та лайăх ăнланать. Унпа тĕл пулса калаçас тесен, самаях ун хыçĕнчен чупма тивет. Ун патне шăнкăравлатăн, вăл çав вырăнта тет, тепĕр самантранах Юрий Артемьевич тепĕр çĕрте. Пултаруллă та пуçаруллă ертỹçĕн çапла пулмалла та ĕнтĕ. Пỹлĕмре ларнипе, ĕçлекенсем хушшинче пулмасан, ĕçе пысăк хăвăртлăхпа пурнăçлама май çук. Пире Юрий Старшов пĕр çул ỹсекен курăксен ани çинче кĕтсе илчĕ. Кунта шăпах ăна çулса сенажа хываççĕ. Хăватлă техника шавĕ таврара кĕрлесе çеç тăрать. Тракторсем умлă-хыçлăн çулнă курăка траншейăна турттараççĕ. Унта ăна таптаса пусараççĕ. Механизаторсем тăрăшса, чун-чĕререн ĕçлени пĕрре пăхсах курăнать. 

- Выльăх апачĕ хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Çителĕклĕ утă-улăм, сенаж-силос хатĕрлемесен мăйракаллă выльăх шутне ỹстерсе пырасси пирки шутламалли те çук. Вĕсен ỹт хушаслăхĕ те иккĕлентерĕ, сăвăм та чакса ларĕ. «Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче», - тесе ахальтен каламаççĕ вĕт, - ĕçсем кал-кал пынăран савăнса пĕлтерчĕ Юрий Артемьевич. 

Хуçалăхра 1000 тонна сенаж хывма палăртаççĕ пулсан, паянхи кун тĕлне кунта 600 тонна яхăн хывнă та ĕнтĕ. Пĕр çул ỹсекен курăксен лаптăкĕ - 100 гектар ытла. Утă хатĕрлесси те вĕçленмен-ха, нумай çул ỹсекен курăксене пĕр хутчен çулса 150-160 тонна хатĕрленĕ. Ку ĕç вĕçленмен, иккĕмĕш хут çулмалли вăхăт та çитнĕ. Куккурус хирĕ те чуна савăнтарать. Вăл 100 гектар йышăнать. Унран паха силос хатĕрлĕç. 

Паллах, нумай выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрленĕрен, вĕсен шучĕпе те интереслентĕмĕр. 

- Мăйракаллă шултра выльăх шутне чакарма шутламастпăр. Ăна татах та ỹстерсе пыма палăр- татпăр. Халĕ пирĕн хуçалăхра пурĕ 160 пуç, вĕсенчен 60-шĕ сăвăнакан ĕнесем, - пĕлтерчĕ Юрий Старшов. 

Талăкра пĕр ĕнерен 14 литр сĕт суса илеççĕ. Фермăра вăй хуракансем те лайăх ĕçленине палăртса хăварчĕ ертỹçĕ. Вĕсен ĕçĕпе те вăл кăмăллă. 

А.МИХАЙЛОВ.