Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вут-çулăма парăнтаракансем

Вут-çулăма парăнтаракансем

ПАЯН вут-кăварпа хирĕç кĕрешекенсем хăйсен професси уявне - Раççейри пушар сыхлавĕн кунне паллă тăваççĕ. Кăçал пирĕн çĕршывра пушар сыхлавĕ йĕркелесе янăранпа 370 çул çитрĕ.

Пушар сыхлавĕ пирĕн пурнăçра пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пушара сỹнтерекенсен профессийĕ чи йывăррипе чи хăрушшисен шутĕнче. Вĕсем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр вут-çулăм ăшне кĕреççĕ, çынсене вилĕмрен çăлса хăвараççĕ. Шăмăршăри пушар хăрушсăрлăхĕн службинче тăрăшакансене професси уявĕ ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов ăшшăн саламланă, ĕçре уйрăмах палăрнисене тĕрлĕ наградăпа хавхалантарнă. Акă вĕсем, район администрацийĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ хастарсем: Михаил Анатольевич Миронов, Алексей Петрович Николаев - хурал начальникĕсем, отделени командирĕ Михаил Валерьевич Хайлов. Çавăн пекех районти 42-мĕш пушар чаçĕнчи надзор ĕçĕн пайĕнче тăрăшакан Михаил Юрьевич Ильин аслă инспектора та район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

Уяв ячĕпе сире пурне те!

Н.ИЛЬИНА.



30 апреля 2019
10:02
Поделиться