Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чернобыль инкекĕ аса илтерет...

Чернобыль инкекĕ аса илтерет...

КĂÇАЛХИ апрелĕн 26-мĕшĕнче Чернобыльти атом электростанцийĕнчи хăрушă катастрофа пулни 33 çул çитрĕ. Шăпах çак кун, 1986 çулта, Чернобыль АЭСĕн ядерлă реакторĕ сирпĕннĕ - тавралăх 200 пин тăваткал километр таран радиаципе сиенленнĕ.

Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 90 пине яхăн çын авари хăрушлăхне сиенсĕрлетме хутшăннă, çав шутра пирĕн районтан - çиччĕн. Унта хутшăннисенчен тăваттăшĕ пирĕнпе юнашар çук ĕнтĕ - сывлăхĕ япăхланнипе вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

Иртнĕ эрнекун радиацие сиенсĕрлетнĕ çĕрте ĕçленĕ ентешсене асăнса Шăмăршăри тĕп лапамра "Ликвидаторам аварии на Чернобыльской АЭС 1986-1987 г.г. от благодарных жителей Шемуршинского района" палăк (стела) уçрĕç. Çак ятпа ирттернĕ митинга "Чернобыль России" Чăваш Республикинчи инвалидсен обществăлла организацийĕн президенчĕ Виктор Байдулов, районти пушар чаçĕн сотрудникĕсем, район администрацийĕн, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен ĕçченĕсем, Чернобыльти инкеке сирме хутшăннă патриотсемпе вĕсен çемйисем, ял халăхĕ пуçтарăнчĕç.

Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Гимнĕсем янăранă хыççăн митинга Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов уçрĕ, Чернобыль катастрофи пĕтĕм çĕршывшăн епле пысăк инкек кăларса тăратни, унти хăрушлăха сирме хутшăннă ентешсене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытма кирли çинчен каларĕ.

В.Байдулов хăйĕн сăмахĕнче шăмăршăсене Чернобыльте пулнă ентешĕсене хисеп тунăшăн, манăçа кăларманшăн тав турĕ, район администрацийĕн пуçлăхне В.Денисова тата Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхне А.Удина Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Пытарма кирлĕ мар, 1986-1987 çулсенче Чернобыль инкекне сиенсĕрлетме хутшăннă çынсем вăрăм ĕмĕрлĕ мар - Чăваш Республикинче çакнашкал 1957 çынран халĕ пĕрре виççĕмĕшĕ кăна пурăнать. Çапла пĕлтерчĕ Шупашкартан килнĕ хăна Виктор Иванович. Акă Ирçе Тĕккинче çуралса ỹснĕ, районти "Сельхозхими" пĕрлешĕвĕнче водительте вăй хунă Василий Порфирьевич Старшов 2003 çулта çамрăклах çĕре кĕнĕ. Вăл 1986 çулхи сентябрь-ноябрь уйăхĕсенче Чернобыль атом электростанцийĕ таврашĕнчи çĕр лаптăкне сиенсĕрлетнĕ çĕрте ĕçленĕ. Митингра унăн мăшăрĕ - Зинаида Леонтьевна - йывăр аса илỹре хурланса тăчĕ...

Чернобыльте пулнă ентешсен ячĕпе Олег Матвеев сăмах илчĕ, вĕсен ĕçне хисепе хурса асра тытнăшăн чĕререн тав турĕ.

Малалла вара радиаци катастрофине сиенсĕрлетме хутшăннă ентешсене юбилей медалĕпе наградăларĕç. Акă вĕсем, пирĕнпе юнашар пурăнакан сăпайлă геройсем:

- Николай Петрович Кузнецов (Ярăслав ялĕ);

- Олег Михайлович Матвеев (Шăмăршă);

- Сергей Петрович Уресметов (Шăмăршă).

Юлашкинчен тин çеç уçăлнă палăк патне венок тата чĕрĕ чечексем хучĕç. Митинг пухăннисем вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăнипе вĕçленчĕ.

Çĕр çинче нихăçан та тепĕр Чернобыль ан пултăрччĕ!

Г.ИВАНОВА.



30 апреля 2019
09:46
Поделиться