Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сцена çинче - экологсем

Сцена çинче - экологсем

ЭКОЛОГИ ыйтăвĕ тĕнчипех чи çивĕччисенчен пĕри. Çакна шута илсе «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче ĕçлекенсем çулсерен тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ, çут çанталăк ырлăхĕпе тирпейлĕ усă курма тата ăна упрама чĕнсе калаççĕ. «Парксен маршĕ-2019» акцие хутшăннă май тата кăçалхи çул Раççейре Театр çулталăкĕ пулнине кура, наци паркĕн ĕçченĕсем «Экологи хавхаланăвĕ» («Экологическое вдохновение») ятпа театр постановкисен конкурсĕ ирттерме шутланă.

Тематикăлла инсценировка кăтартма районти шкулсенчен тата Комсомольски тăрăхĕнчен килнĕ вĕренекенсен 12 ушкăнĕ кăмăл тунă. Калас пулать, мероприятин «Ỹсен-тăрана тата чĕр чунсем пурăнакан вырăнсене упрар» тĕп тĕллевне кашниех уçса пама пултарчĕ, залра ларакансен чĕрине хускатрĕ. Çамрăк экологсем хăйсен шухăшне тĕрлĕ роль урлă палăртрĕç.

Кĕçĕн класра вĕренекенсем (Шăмăршăри вăтам шкулти 1-А тата 3-Б, Кивĕ Чукалти 4 классем) юмах тĕнчине илсе çитерчĕç, юмахри сăнарсем пулăшнипе тавралăхри тасалăх пирки каларĕç. Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта 5-мĕш класс ачисен тарăн содержаниллĕ спектаклĕ «Çут çанталăк тусĕсем» ятлă - Вупăр карчăк (Баба-яга) та вăрманта кайăк юрри вырăнне йывăç каснă шăв-шав тăни çинчен пăшăрханса калаçать.

Аслăрах ачисем те хăйсене сцена çинче чăн-чăн артистсем пек тыткаларĕç. Пăчăрлă Пашьелĕн вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакансен «Вăрман хуралĕ» ушкăнĕ пушар епле инкек патне илсе çитерни çинчен витĕмлĕ выляса кăтартрĕ. Васанти тĕп шкулта вĕренекен çамрăк экологсем те тăрăшса хатĕрленнĕ конкурса - «Колобок» юмахпа килнĕ. Анчах та наркăмăшланнă йăвана тилĕ çиесшĕн мар.

Шăмăршăри вăтам шкулта 6-Б класра вĕренекенсем те инсценировка тĕлĕшĕпе питĕ ăста пулни курăнчĕ.

Анат Чаткасран çитнĕ хĕрсемпе йĕкĕтсем экологи темине уçса пама декораципе те, юрă-кĕвĕпе те анлă усă курчĕç. «Епле çăлмалла Çĕр-аннене?» - чун ыратăвĕ уççăнах палăрать 3 пăхаттиртен пĕринче (А.Тяпушов).

Палтиелсен «Бригантина» театр студийĕ те çỹп-çап проблемине питĕ интереслĕ формăпа уçса пачĕ - содержанийĕпе те, ăна сцена çинче кăтартас енĕпе те пысăк ăсталăх кăтартрĕ (учителĕ И.Валиев). Чăн-чăн артистсем тейĕн. Спектакль сюжетне те Ирек Рифкатович хăех çырнă - яланхи пекех творчество çăлкуçĕ тапса тăрать унра!

Конкурс вĕçленсен жюри палтиелсем конкурс çĕнтерỹçи тесе пĕлтерчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - анатчаткассем тата Каçалтан килнĕ хăнасем, виççĕмĕшсем - Кивĕ Чукал шкулĕнче тата Шăмăршăри вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренекенсем.

«Айтăр-ха пурте çут çанталăка упрар, ăна сыхласа хăварар, тавралăха тасалăхра тытар!» - çак сăмахсемпе вĕçлерĕ асра юлмалли мероприятие «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн ертỹçин экологи енĕпе ĕçлекен çумĕ Наталия Игнатьева.

Г.ИВАНОВА.



23 апреля 2019
09:30
Поделиться