Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Республикăри таврапĕлÿçĕсен союзĕн пухăвĕ пулса иртнĕ

Республикăри таврапĕлÿçĕсен союзĕн пухăвĕ пулса иртнĕ

Иртнĕ шăматкун Шупашкарти Наци библиотекинче Чăваш краевечĕсен пухăвĕ пулса иртнĕ. Унта республикри районсемпе хуласенчи тара Тутарпа Чĕмпĕр тăрахĕсенчи 100 ытла таврапĕлÿçĕ хутшăннă.  Чăваш тарврапĕлÿçисен иртнĕ çулхи ĕç пĕтемлетĕвĕсене краеведсен союзне етрсе пыракансем  Сергей Сорокин, унан çумĕ Галина Соловьева, районсемпе хуласенчен килнисем тухса калаçрĕç. Шăмаршă тăрăхĕнчи таврапĕлÿçисенчен М.И.Захаров, В.К.Андронов, П.И.Фомин, Г.Н.Ларшников Хисеплĕ краеведсем те хутшăнчĕç. Хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма  районти Ильпек Микулайĕ ячĕпе хисепленсе тăракан культурăпа искусствă тата литературара тăрашакансен обществăлла пĕрлĕхне ертсе пыракан Г,Н. Ларшников тухса калаçнă.

Паянхи кун пирĕн районти краеведсен пĕрлешĕвĕнче 25 таврапĕлÿçĕ шутланса  тарать. Вĕсенчен «Хисеплĕ краевед» ята 10 çын илме тивĕç пулнă. Çак хисеплĕ ята хамăр тăрăхри  ялсен, предприятисемпе организацисен историйĕ, районти паллă çинчен кăларнă кĕнекесемшĕн парса чысланă. Хисеплĕ ята панине çиреплетекен удостоверенисене иртнĕ пухура пирĕн районтан тата икĕ çынна пама йышăннă. Районти чи пултаруллă пилĕк алă ĕç ăстине вара «Чăваш Республикин этнокультурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята памалла туни çинчен пĕлтерме те кăмăллă.  Район Энциклопедине хатĕрлесе кăларнă краеведсене, пысăк çитĕнÿсем тунă фольклор ушкăнĕсемпе вĕсен ертÿçисене, вара Никита Бичурин, Н.Никольский, Иван Патмар ячĕллĕ медальсемпе вымпелсем, кăкăр çине çакса çÿремелли паллăсем  парса хавхалантарма ыйтса кирлĕ хутсем таратнă.

Районти шкул ачисем хушшинчи чи лайăх юрăçсене –  Мефодий Денисов ячĕллĕ, чи пултаруллă сăвă çыракан авторсене – Улатимĕр Михайлов журналист-поэт ячĕллĕ, чи лайăх çамрăк художнике – Николай Артемьев художник ячĕллĕ, чи маттур алă ĕç ăстине -  , чи лайăх сцена ăстине – Николай Корчаков артист ячĕллĕ дипломсем парса чыслама шутларăмăр. Пулас лауреатсен ячĕсене палăртса та хунă ĕнтĕ.  Çак наградăсене илме тивĕçлĕ пулнисене çитес вăхăтрах районти культура çуртĕнче чаплă лару-тăрура чыслама палăртнă.

Çитес вăхăтрах краеведсемпе музей йĕркелевçисем, алă ĕç ăстисем, культура ĕçченĕсемпе журналистсем,, шкулсенчи пионервожатăйсем, библиотекарьсем  пĕрле пухăнса çулталăклăх ĕç плане туса çирĕплетме, ял çыннисемпе çамрăксене, шкул ачисене хамăр халăхăн иртнĕ кун-çулĕпе йăли-йĕркине малалла тĕпчес ĕçе явăçтарас, патриотизмпа илемлĕх туйăмне ăша ытларах хывччĕр тесе тăрăшасипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухма палăртнă.

Герман Ларшников – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, халăх академикĕ,  Хисеплĕ краевед, çыравçă.

 



18 марта 2019
15:12
Поделиться