Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хавас кăмăл-туйăм парнелерĕç

Хавас кăмăл-туйăм парнелерĕç

ШĂМĂРШĂ ял тăрăхĕн пултарулăх отчет концертне пурте чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Шкулта вĕренекенсемпе садик çулĕнчи ачасем йышлă хутшăнни вĕсен ашшĕ-амăшне, аслашшĕ-асламăшне те Культура Керменне çитме хистет. Хальхинче те çапла пулчĕ.

Концерта Шăмăршă ялĕнче вырнаçнă «Аленушка», «Ромашка», «Сказка» ача сачĕсене çỹрекенсем уçрĕç, анне çинчен юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Культура Керменĕ çумĕнчи «Звездочки» ача-пăча театрĕ литература композицийĕ кăтартрĕ (ертỹçи В.Львова). Районти искусство шкулĕнче вокал ăсталăхне вĕренекенсем: В.Хафизова, Ю.Михайлова, В.Попова - яланхи пекех куракансене çепĕç сассисемпе савăнтарчĕç. 

«Антонина», «Фламинго» ташă ушкăнĕсенче аталанакан çамрăксем те залра ларакансене хỹхĕм ташăсем парнелерĕç. Антонина Нефедова, Валентина Кузьмина ертсе пынипе хĕрачасем мĕн тĕрлĕ ташă вĕренмеççĕ пуль, кĕвĕ майăн илемлĕ те килĕшỹллĕ хусканусем тума хăнăхаççĕ. Пăхса ытараймастăн вĕсем çине - чăн-чăн артистсем тейĕн! 

Преподавательсем те сцена çине тухрĕç - «Каприз» юрă ушкăнне пĕрлешнĕ Е.Воронцова, Т.Яковлева, Ю.Цыганова «Здравствуй, солнышко!» юрра çĕкленỹллĕ кăмăлпа шăрантарчĕç. Шăмăршă вăтам шкулĕн учителĕ Е.С.Воронцова хăйĕн уçă сассипе уйрăммăн юрласа та тыткăнларĕ.

Çавăн пекех программăра Культура Керменĕнче ĕçлекенсен музыкăпа литература композицийĕ, халăх юррисем пулчĕç. А.Андронов, С.Кудряшов хĕрарăмсене халалласа пĕччен-иккĕн юрланă юрăсем ватти-вĕттин кăмăл-туйăмне çĕклерĕç.

Шел, халĕ сцена çинче унчченхи пек тĕрлĕ производствăра, организацире ĕçлекенсене кураймăн. Çитĕннисенчен «Сказка» ача садĕнче тăрăшакансене тата район администрацийĕн специалисчĕсен «Шемуршиночка» ташă ансамбльне кăна асăнса хăварма пулать. Çапла çулран çул çамрăксен пултарулăхне курса киленетпĕр ял тăрăхĕн отчет концертĕнче - ачасем яланах савăк кăмăл парнелеççĕ. Вăй-хал çиттĕрех вĕсене юрра-ташша вĕрентекенсене! 

Г.ИВАНОВА.



13 марта 2019
09:03
Поделиться