«Сĕрмесен» - май килмест-и?
ШĂМĂРШĂРАН Шупашкара тăтăшрах çỹреме тиврĕ те, автобусра юлташ тупăнсан, калаçа-калаçа çул та кĕскелнĕн туйăнать. Темине хам хускататăп-ха: мана, журналиста, çынсем коррупцие мĕнле хаклани канăç памасть.
Хальхинче çул юлташĕ 30-35 çулсенчи вăй питти арçын пулчĕ. Икĕ ача ашшĕ, хăйсем тепĕр «çĕнĕ кайăк» кĕтни çинчен те савăнсах пĕлтерчĕ.
- Тен, коррупци те мар пуль ку, çапах та врач тĕрĕс мар тунă пек туйăнать, - сăмахне çапла пуçларĕ арçын. - Арăм Шупашкар больницинче УЗИ витĕр тухрĕ. Вăл врачран: «Тархасшăн, калăр-ха: ывăл е хĕр кĕтмелле пирĕн?» - тесе ыйтнă. Лешĕ, пĕр вăтанмасăрах, çапла хуравланă: «Куншăн мана уйрăм тỹлемелле!»
Шутласа пăхăр-ха: çав врача, хăйĕн тивĕçне пурнăçланăшăн, мĕншĕн тата темиçе пин тенкĕ памалла?
- Йăлари коррупци палăрăмĕсем мĕн чухлĕ тата? - хĕрсех калаçма тытăнчĕ çул юлташĕ. - Патшалăх шалăвĕ илсе тăракансене, пире мĕнпе те пулин пулăшнăшăн, пĕр коробка конфет е ытти парне парса «тав тăвассине» хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Ăçта ан пăх - унта çак йĕрке. «Парне, 3 пин тенкĕрен хаклă пулмасан, взятка шутланмасть», - терĕ мана пĕр юрист. Чăх пĕчĕккĕн сăхсах тăранать, «взятка шутланман» парнесем çын ăс-тăнне коррупци енне çавăрнине мĕншĕн ăнланмастпăр? Ачасем, çакна курса, парне парас-илес йăлана хăнăхса ỹсеççĕ.
Китайра коррупципе мĕнле кĕрешнине пĕлетĕр-и Эсир? Çак çĕр-шывра 2013 çултанпа мĕн пур провинци тата пысăк предприяти ертỹçине арестленĕ, айăплав политбюро членĕсене те пырса тивнĕ. Китайра взяточниксемпе патшалăх хыснине çаратакансене персе вĕлереççĕ. Си Цзиньпин ертỹçĕ: «Тигрсемпе шăнасене хĕнемелле!» лозунг кăларса тăратнă, çирĕп мерăсем коррупцие тĕпренех пĕтерме май парасса шанаççĕ...
Кунта эпĕ, çул юлташне чарсах, хам мĕн пĕлнине каларăм: Китай законодательствипе персе пăрахассине икĕ çул таран тăсма пултараççĕ: судпа айăпланă çын çак тапхăрта право йĕркине урăх пăсман пулсан, вĕлерессине темиçе çула тĕрмене хупнипе улăштараççĕ. Си Цзинь-пин кампанийĕ вăхăтĕнче коррупцишĕн айăпланă пĕр «тигра» та стена çумне тăратман. Апла пулсан, Китайра чиновниксене пинĕ-пинĕпе персе вĕлереççĕ тени - чăнлăхпа килĕшсе тăмасть.
Юлташăм ман сăмахпа килĕшрĕ, вăл та персе пăрахас çул çине тăни Раççей патшалăхĕшĕн вырăнлă мар тесе шутлать. Коррупционерсене нумай çуллăха тĕрмене хупмаллине, пысăк штраф тỹлеттермеллине вара ырлать.
- Пирĕн çĕр-шывра коррупци хăш отрасльте нумайрах тĕл пулать-ха? - сăмахне малалла тăсрĕ юлташăм. - Телевидени çакна çирĕплетет: пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх (ЖКХ), халăха вĕрентес ĕç тата сывлăх сыхлавĕн системисенче. Çавăн пекех вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче те взятка илнĕ тĕслĕхсене тупса палăртаççĕ. «Чиновника «сĕрмесен» - ĕç кăларма çук» каларăш халăха тарăхтарсах çитерчĕ. Коррупцие пула çынсем влаçа шанми пулаççĕ, çĕр çинче тĕрĕслĕх тупма май пуррине те ĕненмеççĕ. Коррупци вăл, ман шутпа, инфекци пекех - таса мар алă чирĕ.
...СĂМАХ «пине» çитрĕ пулмалла, пирĕн калаçу та малалла тăсăлмарĕ. Шупашкарти «Питомник» чарăнура юлташăм та анса юлчĕ. Хăйĕн чунне уçма пулăшнăшăн мана тав тума та манмарĕ.