ĔМĔР САККИ САРЛАКА ХАЛĂХРА
ĔМĔР САККИ САРЛАКА ХАЛĂХРА каланă пек, ĕмĕр сакки сарлака, унта ырри те, усалли те нумай. Кашнин хăйĕн шăпи, хăйĕн ăраскалĕ. Акă, Васанта пурăнакан Еремеева Мария Михайловна кун-çулне илер-ха. Миçе самана тăвăлĕ витĕр тухман-ши 95-ри хĕрарăм? Аса илме те çăмăл мар. Тутар Республикинчи Çĕпрел районне кĕрекен Тури Хурăнвар ялĕнче 1910 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă вăл. Ашшĕ _ Немцов Михаил, Анат Хурăнварта çуралнăскер _ усрав ача пулнă, 17-рех аваланнă. Тури Хурăнварта çĕр уйăрма тытăнсан ăна çĕр те паман. "Ăçта çуралнă, çавăнта ил", - тенĕ. Вара унăн ирĕксĕрех 2 ачипе хăйĕн тăван ялне, Анат Хурăнвара куçма лекнĕ. Марье, 4 çула çитнĕскер, аслашшĕ патĕнчен çĕнĕ вырăна каясшăн пулман. Марьен ашшĕпе амăшĕ питĕ ĕçчен çынсем пулнă, кунĕн-çĕрĕн вăй хурса, тăрăшса ĕçленĕ. Ялта чыслă та сумлă ята çĕнсе илнĕ. Пилĕк ача çуратса ỹстернĕ вĕсем. Марье чи асли пулнă. Çиччĕрех амăшĕпе пĕрле хире тырă вырма кайнă, çум çумланă. Çап-çамрăк пулсан та нăйкăшман. Çак йывăр вăхăта аса илсен Марье аппан пит-куçĕ хурлăхлăн пĕрĕнсе илчĕ: _Эпĕ питĕ вĕренесшĕнччĕ, 4 хут вăрттăн шкула кайрăм. Анне мана каялла илсе килчĕ. "Марье, чăваш хĕрĕн вĕренмелле мар, унăн сỹс арламалла", терĕ. Эпĕ йĕрсе ятăм, çапах та кăшт сас паллисене паллакан пултăм. Ĕçсĕр пĕрре те ларман. Уйрăмах çулла ĕç нумайччĕ. Мĕн чухлĕ пуса, кантăр татман-ши? Кăкăр питĕрĕнсе ларатчĕ, сывлама йывăрччĕ. Хĕлле вара çăм, сỹс арлаттăмччĕ, çип пĕтереттĕмччĕ, тĕртеттĕмччĕ, тĕрĕ тĕрлеттĕмччĕ... Марье аппан ашшĕ килти хуçалăха лайăх тытса пыма пĕлнĕ. Мăшăрĕпе питĕ килĕштерсе пурăннă, ачисене ĕçе юратма вĕрентнĕ. Лайăх пурăннăшăн ялти çынсем вĕсене курайми пулнă, çăхавсем çырнă. Михайлана çĕрпе услам тăвать тесе патшалăха тырă нумай партармалла тунă. Вăл хăй ирĕкĕпе 300 пăт панă. Йывăр хуйха чăтаймасăр Марьен амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ашшĕ тепре авланнă. 12 çулхи Марье çурма тăлăх ỹснĕ. _Аттене 5 çуллăха тĕрмене хупрĕç. Пирĕн пурнăç ытла та йывăрланчĕ. Кĕлетсене пичетлесе кайрĕç. Хамăр выçă юлтăмăр. Атте тĕрмере чух патшалăха тата 1700 пăт тырă памалла пулчĕ. Мĕнле тỹсрĕмĕр-ши? Аттене, 4 çул çурă ларсан, киле ячĕç, - аса илет Марье аппа. 20 тултарсан Марье Васан ялне туя кайсан Еремеев Кĕркурипе паллашнă, пĕр-пĕрне юратса пăрахнă. Икĕ савнă чĕре çемье çавăрнă. 1930 çулта Васанта колхоз йĕркеленнĕ. Пĕрлешỹллĕ хуçалăха малтанласа чухăн хресченсем çеç кĕнĕ. Пахчасене каса пуçласан вăтам хресчен Кĕркури те колхоза кĕнĕ. Ун чухне вĕсем 1 лаша, 1 ĕне, сурăхсем, хурсем, чăхсем усранă. Лашине вара колхоза пама тивнĕ. Колхозри ĕçсене алă вĕççĕн тумалла пулнă: машина, трактор таврашĕ пулман-ха. Кĕркури капан, хăлат тума ăста пулнă. Ака-суха ĕçне те хастар хутшăннă. Марье те упăшкинчен кая юлман. Ĕçленĕшĕн питĕ сахал тỹленĕ. Килте выльăх-чĕрлĕх усранăран çеç пурнăçа йỹнеçтерсе пынă, пус çумне пус хушса çурт лартма та хал çитернĕ. Тăватă ача пулнă вĕсен: пĕр ывăл та виçĕ хĕр. 1941 çулта хăрушă вăрçă пуçланса кайнă. Ялти вăй питти арçынсене фронта ăсата пуçланă. Марье упăшкине куçĕ хавшак пулнипе тỹрех вăрçа илмен, Улатăр çывăхне окопсем чавма янă. Пурнăç Марьене пĕрре те хĕрхенмен. Мăшăрĕ кайсанах виçĕ хĕрĕ те чирлесе вилсе кайнă. 1942 çулта Марье Кĕркурие вăрçа ăсатнă. Мăшăрĕ çырусем ярсах тăнă, Пермь хулине лекнине пĕлтернĕ. Çар заводĕнче инçете перекен тупăсем тунă çĕрте ĕçленĕ. Марьен пурнăçĕ пушшех те йывăрланнă: упăшкинчен йывăр çын пулса юлнăскере, колхозра ĕçлеме кансĕр пулнă. Çапах та тỹснĕ, пуçне усман. Ывăлне, Петьăна та, яланах хăйпе пĕрле илсе кайнă, пĕчĕккеллех ĕçе хăнăхтăр тенĕ. 1943 çулта Марье çăмăлланнă. Икĕ уйăхранах пĕчĕк хĕрне пăрахса хăварса вырма кайнă, салтаксем валли тырă кирлине чунтан ăнланнă. Хĕлле вара фронта яма посылкăсем хатĕрлеме чăлха-нуски, алсиш çыхнă. Вăрçă чарăннă. Салтаксем киле таврăна пуçланă. Марье мăшăрĕ, Кĕркури те, III группа инваличĕ пулса вăрçăран килнĕ. Вăрçă вăхăтĕнче çут тĕнчене килнĕ Маня ашшĕне палламан, хăнăхса пынă. Марье мăшăрĕ чĕрĕ юлнăшăн чунтан хĕпĕртенĕ. Тата хастартарах ĕçленĕ Кĕркури те килте ларма пултарайман. Сывлăхĕ япăхрах пулин те фермăра ĕçленĕ. Марье, нимле ĕçрен те хăраманскер, кĕлте турттарнă, ыраш вырнă, ясмăк, пăрçа, сĕлĕ çулнă. Çав вăхăтрах çемьери тивĕçе те чыслăн пурнăçланă. 7 ача çитĕнтернĕ вĕсем. Нумай ачаллă амăшне III степеньлĕ "Амăшĕн мухтавĕ" орденпа наградăланă, вăрçă вăхăтĕнче чунне парса ĕçленĕшĕн "Вăрçă вăхăтĕнчи ĕçри хастарлăхшăн" медаль панă. Юбилей медалĕсем мĕн чухлĕ тата! Марье тивĕçлĕ канăва кайсан та килте ларман. Чĕкĕнтĕр пайĕ илсе çумланă, пахча-çимĕç çитĕнтернĕ. Йĕтем çинче, кĕлетре ĕçленĕ. Çапла, Мария Михайловна пĕтĕм пурнăçне тăван яла, тăван колхоза халалланă. Пенсие тухнă хыççăн тата 20 çул ĕçленĕ, "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ. Аслă ывăлĕ _ Петя _ 7 класс пĕтернĕ, тăван колхозра вăй хучĕ, халĕ çут тĕнчере çук ĕнтĕ. Маня педучилище пĕтернĕ, Васанти вăтам шкулта кĕçĕн ачасене вĕрентрĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Даша _ çичĕ класс пĕтернĕ, медпунктра санитаркăра ĕçлерĕ, халĕ те ахаль лармасть, ял администрацинче вăй хурать. Михайла _ Чĕмпĕрте пединститут пĕтернĕ, халĕ Васанти вăтам шкулта географи вĕрентет, завуч тивĕçĕсене пурнăçласа пырать. Раиса _ Тĕрлемесре бухгалтера вĕреннĕ, бухгалтерта та, агентра та тăрăшрĕ, халĕ пенсире. Галя _ Шупашкрати ЧГУ-ра хими факультетене пĕтернĕ, халĕ шĕкĕр хуламăрта ĕçлет. Çапла, ачисемпе мухтанмалăх пур. Халĕ Марье аппа вăталăх ывăлĕпе, Михайлапа пурăнать. Упăшки йывăр чире пула çĕре кĕчĕ. Марье аппан халĕ 21 мăнук, мăнукĕн ачисем 20. Вĕсемпе савăнса пурăнать. Кăрлачăн 28- мĕшĕнче Марье аппа 95 çул тултарчĕ, апла пулин те халĕ те ĕçсĕр ларма пултараймасть, кил хушшинче тăрмашать. _ Татах та пурăнасчĕ-ха, мăнуксен ачисем çитĕннине, çемьеллĕ пулнине курасчĕ, - терĕ Марье аппа манпа сыв пуллашнă май.