Шемуршинский муниципальный округ Шăмăршă муниципаллă округĕ

Шăмăршă шкулĕ - малта

ДЕКАБРĔН 7-мĕшĕнче Шăмăршă вăтам шкулĕн спорт залĕнче шкул баскетболĕн «КЭС-БАС-КЭТ» лига чемпионачĕ иртнĕ. Ăна «Туслăх» ДЮСШ календарь планĕпе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ.

Çивĕч кĕрешỹре арçын ачасем хушшинче Шăмăршă вăтам шкулĕн пĕрремĕш команди çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта _ Шăмăршă вăтам шкулĕн иккĕмĕш командипе Палтиел вăтам шкулĕн команди.

Хĕр ачасен ăмăртăвĕнче каллех шăмăршăсем палăрнă: çак шкулăн пĕрремĕш команди çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Палтиелсем _ иккĕмĕш, пăчăрлăпашьелсем виççĕмĕш вырăна тухнă.