Шемуршинский муниципальный округ Шăмăршă муниципаллă округĕ

Шашкăлла вылярĕç тăрăшса

«ТУСЛĂХ» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ пĕр кун та пушă тăмасть. Кунта тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ, ачасем кружоксемпе секцисенче ăсталăха ỹстереççĕ.

Акă ноябрĕн 10-мĕшĕнче шкул ачисем шашкăлла выляса мала тухассишĕн ăмăртрĕç. Арçын ачасем хушшинче Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекен Д.Тенишев _ пĕрремĕш, Шăмăршă вăтам шкулĕнчи Н.Каргин _ иккĕмĕш, Анат Чаткас тĕп шкулĕнчи К.Козловпа Шăмăршă вăтам шкулĕнчи К.Антонов виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.