«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать
ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕн территорийĕнче тапса тăракан çăл куçсем те пур. Вĕсенчен пĕри _ Ярăславри Асап тỹснĕ Пантелеймон Сиплевçĕ ячĕллĕ Çвяттуй çăл. Ун йĕри-таврашне тирпей-илем кĕртнĕ, часовня туса лартнă.
Чукал (Пулмантăш) тăрăхĕнче те тăрна куçĕ пек тăрă, çу кунĕсенче хĕвел çутинче ялтăраса тăракан шывлă çăл куçсем юхаççĕ: Киремет çăлĕ, Сивĕ çăл, Таса (çвяттуй) çăл, Шур чул çăлĕ тата ытти те. Ял çыннисем, çав шутра шкулта вĕренекенсем те, çăл куçсене тасатса-тирпейлесе тăраççĕ.
Ку тăрăхра темиçе кỹлĕ те пур: Мунчала кỹлли, Шапа кỹлли. Хальхи вăхăтра Шапа кỹлли йỹçлĕхе çаврăннă.
Яланах тапчăр çăл куçсем
Дополнительно
07 июля 2023
11:42
РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ