Шемуршинский муниципальный округ Шăмăршă муниципаллă округĕ

Ана, ана, вăйна пар!

ÇУРХИ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тыр-пула акса пĕтерсен ĕлĕкхи ватăсем çапла каласа такмакланă:

«Ана, ана, вăйна пар! Акнă тырă-пулă лайăх пултăр, тырри турпас пек шултра пĕрчĕллĕ пултăр, хăмăлĕ хăмăш пек пултăр, касса уçмалла мар çăра пултăр. Çилтен-тăвăлтан, пăрлă çумăртан упраса тăр!»

Паян çак пехил сăмахне астăвакан та сахал, апла пулин те ватă механизаторсем, ĕç вĕçленсен хиртен кайнă чух: «Ана, ана, вăйна пар!» - теме манмаççĕ.

- Хире тухсан – чун савăнать, - хавхаланса калаçать Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ – ял хуçалăх, экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Николай Ухваркин. - Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 9 пин гектар ытла акса хăвартăмăр. Техникăпа кĕме май çук йĕпе лаптăксем çеç юлчĕç. Çанталăк лайăхлансан, вĕсене те акса хăварăпăр. Маларах акнă хирсем ем-ешĕл ĕнтĕ, механизаторсем ĕç пахалăхĕшĕн мĕнле тăрăшни яр-уççăн курăнать.

Уйрăммăн илсен, муниципалитет округĕнче 3800 гектар ытла - урпа, 600 гектар ытла - сĕлĕ, 500 гектар ытла – пăрçа, 4 пин гектар ытла çурхи тулă, 400 гектар ытла пĕр çул ỹсекен курăк акнă.

Хальхи вăхăтра пĕтĕм тимлĕх – техника культурисем çинче. Пресс-центр пĕлтернĕ тăрăх, 250 гектар тĕшĕлĕх хĕвел çаврăнăш, 195 гектар силослăх куккурус, 200 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ, 16 гектар чернушка сухан акнă, 40 гектар ытла çĕр улми лартнă.

«Иккĕмĕш çăкăр» туса илессипе ашшĕпе ывăлĕ - Андрей Анатольевичпа Дмитрий Андреевич Юнкеровсем – хастар ĕçлеççĕ. Анат Чаткас ялĕнче вĕсем пирки ырласа çеç калаçаççĕ.

Чернушка сухана вара кăçал Алексей Мердеев, Дмитрий Краснов тата Петр Майоров кăмăлланă. Кỹршĕсем – патăрьелсемпе елчĕксем - пахча çимĕç çитĕнтерсе пысăк тупăш кураççĕ-çке, эпир мĕнрен кая? Хастар чăвашсене ăнăçу çеç сунас килет.

Патирекри Радик Севрюгин çемйипех купăста çитĕнтерет. Купăста çеç мар, кăçал хĕрлĕ чĕкĕнтĕрпе помидор та туса илме палăртаççĕ.

Шăмăршă тăрăхĕнчи утарçăсем вара муниципалитет округĕнче хура тул лаптăкне ỹстернишĕн савăнаççĕ. Хура тул – пыл паракан культура, кĕрпине те хаклă хакпа сутма пулать.

«Победа» ООО» соя акма хатĕрленет. Кунта васкама юрамасть: майăн 15-25-мĕшĕсенче аксан пысăк тухăç кĕтме пулать.

Виçпỹрт Шăмăршă хирĕсене, Николай Ухваркинпа пĕрле, Чăваш Республики Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов та çитсе курчĕ, çĕр ĕçченĕсен хастарлăхĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ. Артем Саблин управляющи 200 гектар куккурус, 450 гектар хĕвел çаврăнăш тата 200 гектар соя акма палăртни çинчен пĕлтерчĕ. Ирхи пĕрчĕллĕ культурăсем шăтса тухма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, депутата уйрăмах сăра тумалли урпа уйĕ килĕшрĕ.

- Сирĕн патăра килсе кайни мана пысăк вăй-хал пачĕ, - терĕ çĕр ĕçченĕсемпе алă тытса уйрăлнă чух депутат. - Акатуй умĕн Виç- пỹрт Шăмăршă хирĕсене тепре çитсе курма тăрăшатăп. Уявра вара пурсăмăр та пĕрле савăнăпăр!