«Движение ЭКА» регионсем хушшинче обществăлла организаци шкулти экологи уявĕн «Школьный Экодвор» конкурсне хутшăнма йыхравлать. Конкурса кашни шкул хутшăнма пултарать. Тунă ĕçсем çинчен хатĕрленĕ отчета 2023 çулхи майăн 31-мĕшĕччен ярса памалла та, мала тухса хаклă приз çĕнсе илмелле.
«Школьный Экодвор» уяв ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшне çỹп-çапа уйрăмшарăн пайласа пуçтарма, экологи проблемисене пĕр-пĕринпе хутшăнса тата вăйăсем урлă татса пама пулăшĕ. Кивĕ хут, пластик савăт-сапа тата ытти чĕр тавар пуçтарасси хаваслă вăйă евĕр пулса пытăр, çавăн пекех шкулта выставкăсемпе мастер-классем, савăнăçлă мероприятисем ирттерме сĕнеççĕ.
Конкурса хутшăнас тесен, школьный.экодвор.рф сайтра регистрацилемелле, уяв ирттернĕ хыççăн #школьныйэкодвор2023 хештегпа социаллă сетьре хăвăрăн ĕçĕре пичетлемелле.
Уяв - кашни шкул валли
Дополнительно
18 апреля 2023
11:49
РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ