ЧУКАЛ территори уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталия Храмова халăхпа тĕл пулма тĕплĕн хатĕрленнĕ. Темиçе страницăран тăракан докладра цифрăсем нумай. Чукалпа Улмаллă ялĕсен пурнăçне тĕплĕн çутатма тăрăшнă унта, демографи те, ял хуçалăх производстви те, налуксем мĕнле пуçтарăнни те докладра вырăн тупнă.
Çапла вара докладчика тиркеме сăлтав çук та темелле. Наци проекчĕсене те асăнчĕ, ку енĕпе мĕн тунине те каларĕ.
Анчах та цифрăсем савăнтарсах каймаççĕ çав. Акă демографиех илер. 2022 çулта пурĕ 1 ача çеç çуралнă. Тĕрлĕ сăлтавпа 9 çын пурнăçран уйрăлнă. Çулталăк тăрăшшĕнче пурĕ те 2 туй кăна кĕрленĕ.
Налук пухасси пирки те мухтаса калаçма çук. Уйрăм çынсенчен тупăш налукĕ пуçтарассипе те, çĕрпе усă курнăшăн налук тỹлессипе те унчченхи çулхинчен япăхрах ĕçленĕ.
2022 çулхи бюджета Чукал территори уйрăмĕ 38,4 пин тенкĕ дефицитпа пурнăçланă.
Муниципалитет харпăрлăхĕ шутланнă пушă ларакан 6 объекта сутнă-ха, çапла майпа 1377030 тенкĕ укçа кĕнĕ.
Икĕ ялĕпе 11 уйрăм предприниматель, çав шутра 4 хресчен (фермер) хуçалăхĕ ĕçлет. Килти хушма хуçалăхсемпе фермерсем 229 пуç мăйракаллă шултра выльăх (çав шутра сăвăнакан ĕне - 132 пуç), 204 пуç сысна, 120 пуç сурăх, йышлă кайăк-кĕшĕк, 1 пуç лаша усраççĕ. 2022 çулта çĕр лаптăкĕпе усă курнăшăн бюджета 299500 тенкĕ аренда укçи кĕнĕ. (2021 çултипе танлаштарсан - 78,2 процент).
Çапах та докладчик сăмахне тулли кăмăлпа вĕçлерĕ: пуçару бюджечĕ пулăшнипе пĕлтĕр Çĕнĕ Чукалти Ленин урамĕнче хоккей короб- кине çĕнетнĕ (1082,273 пин тенкĕлĕх) тата Новая урамри çула юсанă (598,45 пин тенкĕлĕх). Кăçал Мир, Ленин, Советская, Первомайская тата Маяковский урамĕсенче, Улмаллăри Пролетарская урамĕнче çула юсама палăртнă.
Граждансен пухăвĕн ĕçне Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Александр Чамеев хутшăнчĕ, тунă ĕçсене критикăлла хак панипе пĕрлех умра тăракан задачăсене те уçăмлатрĕ.
...ЧУКАЛ çамрăкĕсем юратакан вырăна - хоккей площадкине - «Демографи» Наци проекчĕн муниципалитет программине пурнăçласа тунă. Çакă савăнтарать: пĕчĕккĕн пулсан та аякри ял пурнăçĕ çĕнелет-ха, юлашки çулсенче çамрăк çемьесем те хулана куçса кайма тăрăшмаççĕ. Хоккей командинче, ав, çирĕп шăм-шаклă каччăсем кĕрешеççĕ.
Тепĕр Наци проекчĕ те - «Çулсем тăвасси» ят панăскер - кăçал яла çĕнетме пулăшасса шанас килет. Ултă урамри çула юсама палăртни - пĕчĕк ĕç мар. Чукалсене ăнăçу сунас килет.
Хоккейла выляр-ха пĕрех хут
Дополнительно
03 марта 2023
11:26
РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ