Шемуршинский муниципальный округ Шăмăршă муниципаллă округĕ

Ырă çын сăмахĕ

ШЕЛ ТЕ, паянхи пурнăçра эпир ваттисен ăслă сăмахĕсене, ĕлĕкхи йăла-йĕркене шута илсех каймастпăр. Ваттисен йăли шутне эпĕ хăнана парнепе кайнине, сĕтел хушшинче ларнă май чи малтан ватă çынна сăмах панине, сĕтел пуçне чи сумлă çынна лартнине тата манăçа тухса пыракан ытти ырă йăлана кĕртетĕп.

Халĕ мĕн куратпăр-ха? Хăнана кĕсьене темиçе пин тенкĕ укçа чиксе каяççĕ те - ĕçĕ те пĕтрĕ. Кам пуянрах - çавă укçине те ытларах парать. Чухăнраххисем вăтанарах тăраççĕ.

Унччен мĕнлеччĕ-ха? Çуралнă кунра та, туйра та асра юлмалли пĕр-пĕр япала парнеленĕ. «Ку кĕпене çавă парнеленĕччĕ-ха, ку сĕтел çиттине çавăн чухне панăччĕ», - тесе аса илнĕ. Халĕ кам миçе пин тенкĕ укçа панине хут çине çырса хумасăр аса та илейместпĕр.

Ватă çынсем каланă ăслă сăмахсене: «Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр», «Тăван тăварпа пиçнĕ», «Аçупа аннỹне ан пăрах» тенине тата ыттине - нихăçан та манас марччĕ.

И.МОСКАЛЕВ.
Пăчăрлă Пашьел ялĕ.