80 çул иртсен мăнукĕ район хаçачĕ пулăшнипе хăйĕн çывăх çыннин вил тăприне шыраса тупнă
ТĂВАН ÇĔР-ШЫВĂН Аслă вăрçи кĕрленĕ çулсем пиртен аякран аякка кайса пыраççĕ, çав çулсемпе пĕрлех Çĕнтерĕве çывăхартассишĕн вилĕмрен хăрамасăр тăшманпа çапăçнă паттăрсем те манăçа тухас хăрушлăх пур.
Мĕн пĕлеççĕ-ха фронтовиксен мăнукĕсемпе вĕсен ачисем 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçă çинчен? Питех те сахал. Шел те, юлашки 15-20 çул çĕр-шывра патриотизм теми шкул программисенче те паллă вырăн йышăнман, çамрăксем вăрçă паттăрĕсем çинчен те питĕ сахал пĕлеççĕ.
Вăрçă вара кашни çемьене хуйхăпа асап кỹнĕ, кашни çемье тенĕ пекех фронтран кама та пулин кĕтсе илеймен.
«Таврăнмарăр...
Ах, таврăнмарăр.
Пурăнса, юратса кураймарăр», - çак йĕркесене çырнăччĕ эпĕ темиçе çул каялла вăрçăра вилнĕ ентешсене асăнса.
Çапах та хăйсен паттăр та хăюллă çывăх çыннисене асра тытакан мăнуксемпе вĕсен ачисем пурри фронтра пуç хунисен ячĕсем нихăçан та манăçмассине ĕненме май парать.
(Малаллине "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн 43-мĕш номерĕнче вулама пултаратăр).
Ив.САЛАНДАЕВ,
Раççей Федерацийĕнчи Журналистсен Союзĕн членĕ.
«Асатте, сана курма килтĕмĕр...»
Дополнительно