"Туризм - романтика çеç мар..." проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
ТУРИСТСЕНЕ район территорийĕнчи çут çанталăк палăкĕсем те интереслентерме пултараççĕ. Вĕсем Шăмăршă тăрăхĕнче тăххăр, пурне те Чăваш АССР Министрсен Совечĕн тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Постановленийĕсемпе çирĕплетнĕ.
Пĕрремĕш палăк - Пăчăрлă Пашьел лесничествинче 1970 çулта В.И.Ленин 100 çул тултарнă ятпа лартнă хырлăх. Хыр йывăççисем 18,9 гектар йышăнаççĕ, вĕсем çине çỹлтен пăхсан «Ленин 100 çулта» тесе çырнине вулама пулать.
Иккĕмĕш палăк та В.И.Ленинпа çыхăннă. 1967 çулта Шăмăршă лесничествин 75-мĕш кварталĕнче - 2,7 гектар çинче - Владимир Ильич 90 çул тултарнине халалласа хыр йывăççисем лартса хăварнă.
Виççĕмĕш палăка вара Октябрьти социализмла революци 50 çул тултарнине халалланă. 1967 çулта Шăмăршă лесничествин 3-мĕш кварталĕнче 3,8 гектар çинче кедр лартнă.
Тăваттăмĕш палăк - Пулмантăш çырмине пуçласа яракан Çутă çăл куç. Çак шывра карбонат нумаййине палăртаççĕ. Çăл куç минутра 160 метр таран тăрна куçĕ пек тăрă шыв тапса кăларать.
Пиллĕкмĕш палăк - Аслă Октябрь 50 çул тултарнă ятпа «Восход» колхоз территорийĕнче (Анат Чаткас) 13 гектар çинче лартнă пĕчĕк вăрман. «Унта 10 пин тĕп лиственница, 18 пин тĕп хурăн, 7 пин тĕп вĕрене лартнăччĕ», - аса илетчĕ çав çулсенче «Восход» колхоз председателĕ пулнă Вячеслав Кириллович Захаров.
Улттăмĕш палăк - Карăк (глухарь) туйĕн вырăнĕ. Вăл Шăмăршă лесничествин 66, 68 кварталĕсенче вырнаçнă, пурĕ 3,2 гектар йышă- нать. Кунта хура çырлан (черника) пысăк тухăçлă сорчĕсене лартса хăварнă.
Çиччĕмĕш палăк - Тăрăн кỹлли. Шăмăршă лесничествин 12 кварталĕнчи кỹлĕ 3,5 гектар йышăнать. Ăтăрсем йышлă ĕрченĕ вырăн. Кунтан кăларнă сиплĕ пылчăкпа Карапай Шăмăршăри санатори-профилакторире канакансене сипленĕ.
Саккăрмĕш палăк - «Карлинский вал» текен историлле вырăн. Кĕçĕн Хырла çырмин сылтăм çыранĕнче - Ярăслав ялне çитичченех. Çак вал юлашкисене асăрхама пулать.
Тăххăрмĕш палăк - Шăмăршă лесничествин 20, 31, 177 кварталĕсенче 35,8 гектар çинче вырнаçнă çỹллĕ ỹсекен хыр йывăççисем.
Кăларăма Иван САЛАНДАЕВ хатĕрленĕ.
Çут çанталăк палăкĕсем
Дополнительно
09 сентября 2022
11:40
РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ