Шемуршинский муниципальный округ Шăмăршă муниципаллă округĕ

Пирĕн урам анаталла

"Туризм - романтика çеç мар..." проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

КАШНИ урамăн хăйĕн ячĕ пур. Чăваш ялĕсенче вара икĕ-виçĕ ятлă урамсем те тĕл пулаççĕ. Урам кăна-и - виçĕ ятлă ял та пур пирĕн Шăмăршă районĕнче. Акă Кивĕ Шăмăршă ялне халăхра Асьял та, Хĕрлĕ Пылчăк та тесе калаççĕ. Çапла виçĕ ятпа чип-чиперех пурăнаççĕ кунти ĕçчен те пултаруллă çынсем. Никам та ỹпкелемест. Ĕç ятĕнче-и вара - ялта мĕнле çынсем пурăннинче!

Сăмахăма урамсем çинчен пуçларăм пулсан вăрман хĕрринчи Карапай Шăмăршă ялне çитсе курар-ха.

Ку ялта чи авалхи урам - Анат кас. Çак урамран Киремет касси уйрăлса тухнă теççĕ ялти ватăсем. Киремет касси çумĕнче Яхтă касси ỹссе ларнă. Хальхи çамрăксем çак урамăн ĕлĕкхи ятне пĕлмеççĕ ĕнтĕ, «Романов касси» теççĕ.

Кỹпĕрле ятлă пĕчĕк çырма тăрăх тăвалла Ту кас урамĕ йĕркеленнĕ. Хырла шывĕ тăрăх çырманалла пăхса ларса тухнă урама «Çырма касси» теççĕ.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи хыççăн Карапай Шăмăршă çамрăкĕсем Мускав çывăхне торф кăларма вербовкăпа çỹренĕ. Торф кăларакан вырăна «Воргаш» тенĕ иккен. Торф кăларма кайнисене, вĕсем çемьеленсе тĕп килтен уйрăлса тухсан, колхоз урам тума çĕр уйăрса панă. Çак урама торф кăларакансем «Вăркăш касси» ят панă.

Ял хĕррипе Хытката ятлă пĕчĕк çырма юхса выртать. «Çĕрпỹ-Ульяновск» аслă çула тунă чух ялти ултă кил-çурта çак çырма патне куçарма çĕр уйăрса панă. Çĕнĕ урама «Хытката касси» теме пуçланă.

Ялта Шăрчăк касси те пур. Ваттисем çак урама Шăрчăк ятлă çын пуçласа янă тесе каланине илтнĕ. Карапайра кун пек ят пулнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар: Çерçи те, Курак та, Чакак та - хăнăхнă ятсем.

Чăнах та, чăвашла ятсен вырăсла ячĕсем те пур, хут çинче çавна çыраççĕ. Апла пулин те ял çыннисем: «Киремет кассинче çавă авланать», «Вăркăш кассинче çĕрле çавăн хăярне тăпăлтарса тухнă», «Шăрчăк кассинче çавă çĕнĕ пỹрт лартать», - теме пăрахман-ха. Ку лайăх та пулĕ, мĕншĕн тесен урам ячĕсем хамăрăн аваллăха, ял историне упраççĕ.

Кăларăма Иван САЛАНДАЕВ хатĕрленĕ.