Шемуршинский муниципальный округ Шăмăршă муниципаллă округĕ

И улми, çĕр улми - кăларасчĕ пĕр юлми!

ХАЛЬХИ Чăваш Ен территорийĕнче çĕр улмине XVIII ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче лартса çитĕнтерме тытăннă. Унăн ячĕ те тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен: пирĕн Шăмăршă тăрăхĕнче - улма, республикăн çурçĕр хĕвел анăç енче - паранкă, Елчĕк районĕнчи хăш пĕр ялта - кантук, Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи Аксу - Паснапуç таврашĕнче - çĕрми...

Ячĕ мĕнле пулсан та, çĕр улми «иккĕмĕш çăкăр» шутланать, çак пахча çимĕçе кашниех юрататпăр.

Шкулта вĕреннĕ вăхăта тата студент çулĕсене аса илетĕп те, колхоза е совхоза çĕр улми кăларма пулăшнине, пĕрле савăнса-кулса ĕçленĕ юлташăмсене куç умне кỹрсе тăрататăп. Каярахпа та - колхозсемпе совхозсем чĕрĕ-сывă пурăннă чухне - çĕр улми кăларма пĕтĕм коллективпа хутшăнаттăмăр.

Кĕрхи çанталăк çуллахи мар: йĕпхỹ çумăрĕ те пĕрĕхет, шăнтса та хăратать, тепĕр чух çĕр улмине пылчăкĕпе пĕрлех пуçтарма тивет. Ун чух колхозсем 80-100 гектар лартатчĕç те çак çимĕçе, пуçтарса кĕртесси питĕ вăраха тăсăлатчĕ. Ирĕксĕрех предприятисемпе учрежденисенчен, шкулсенчен пулăшу ыйтма тивнĕ.

Шупашкартан та пулăшма килетчĕç - студентсем те, рабочисем те. Пĕрлехи вăйпа тар тăкса çитĕнтернĕ пуянлăха юр айне хăварман.

Паян самани урăхла та, çĕр улмине хăш-пĕр фермерсемпе килти хуçалăхсем çеç çитĕнтереççĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Олег Алексеев кăçал фермерсем 116 гектар çинче «иккĕмĕш çăкăр» лартса ỹстерни çинчен пĕлтерчĕ.

- Чи пысăк лаптăк - 27 гектар - Анат Чаткасри Андрей Юнкеровăн, - терĕ Олег Николаевич. - Чукалти Валерий Симурзинпа Асанкассинчи Сергей Данилов та 20-шер гектар ытла çитĕнтерчĕç. Тухăçа хурлама çук, çанталăкне кура аван теме те пулать.

Çĕр улми çитĕнтерекенсене патшалăх енчен пулăшнине пуртех пĕлеççĕ-ши? Енчен те элита вăрлăх туянас пулсан тăкаксен 80 процентне яхăн патшалăх саплаштарать. Çĕр улми лартакан е кăларакан çĕнĕ техника туянас тесен (çав шутра лизингпа та) техника хакĕн 40 проценчĕ таран укçана тавăрса параççĕ.

Пирĕн районти фермерсем çĕр улмине шăварса çитĕнтермеççĕ, ытти районсенче вара (Патăрьел, Комсомольски) мелиораци техники туяннă чух тăкаксен 50 процентне субсиди илеççĕ.

Çĕр улми пулăхлă тăпра çинче кăна пысăк тухăçпа савăнтарать. Патшалăх ку енĕпе те пулăшма хатĕр: çĕр пулăхне лайăхлатма кайнă тăкаксен 90 проценчĕ таран субсидипе тавăрса парать.

Хальхи ыйтусене тивĕçтерекен хранилище тăвас кăмăлу пулсан, патшалăх строительство тăкакĕсен 20 процентне компенсаци тỹлет.

Пирĕн районти фермерсем сортсене çĕнетес тĕлĕшпе те питех тăрăшманни пăшăрхантарать. Республикăри «Слава картофелю» компани, «Слава картофелю» Агрофирма» ООО малашлăхлă «Метеор», «Гулливер», «Пламя», «Краса Мещеры» сортсене сĕнеççĕ. Ир ĕлкĕрекен сортсенчен «Тимо», «Жуковский ранний», «Спринт» сортсем лайăх. Вăтам ĕлкĕрекенсенчен «Гала», «Невский», «Восток», «Симфония» сортсем пысăк тухăç параççĕ.

Çĕр улмин 80 процентне ытла килти хуçалăхсем çитĕнтереççĕ. Вĕсем Комсомольскинче «Винета», «Крепыш», «Аврора», «Лаура», «Жуковский ранний», «Ладожский» тата ытти сортсене туянма пултараççĕ.

Çĕр улмин çĕнĕ сорчĕсене, малтан калаçса татăлсан, Шăмăршăри рынока илсе килсе сутма та пултараççĕ.

- «Иккĕмĕш çăкăр» туса илни питĕ тупăшлă, - хăйĕн шухăшне палăртсах каларĕ Олег Алексеев. - Кăçал пĕр килограмм çĕр улмине 15-20 тенкĕпе сутаççĕ. Укçа ĕçлесе тумалли çăл куç вĕт ку, урăх мĕн сутса кун чухлĕ тупăш илейĕ-ха ял çынни? Çавăнпа та килес çул «иккĕмĕш çăкăра» ытларах лартса тума тăрăшмалла - фермерсен те, килти хуçалăхсен те.

...ШУПАШКАРТАН Шăмăрша таврăннă чух Карапай Шăмăршă ялĕ тĕлĕнче сеткăсемпе çĕр улми сутса тăракансене асăрхарăмăр. Чарăнсах ыйтрăмăр хак пирки: 30 килограмлă сетка 1200 тенкĕ тăрать иккен. Килограмĕ - 40 тенкĕ. Туянакансем пур, пирĕн умрах йывăр груз турттаракан икĕ автомашина водителĕ тăватшар сетка туянчĕ. Çĕр улмипе пĕрле хурăн милĕкĕ те илчĕç. Ăна та сутаççĕ карапайсемпе çĕнтăрăнсем. Ỹркенмеççĕ, маттур. Çĕр ĕçĕпе, вăрман пуянлăхĕпе укçа-тенкĕ ĕçлесе тăваççĕ.

Килти хуçалăхсенче çĕр улмине кăларса пĕтернĕпе пĕрех. Фермерсем вара васкасах каймаççĕ-ха. Çанталăк япăх енне сулăниччен «иккĕмĕш çăкăра» тирпейлĕн кăна пуçтарса илесчĕ, сутса укçа тăвасчĕ.

Чăнах та, фермерсене вĕрентме кирлĕ мар, хăйсем те ăслă, çапах та журналист сăмахĕ те пĕр хăлхаран кĕрсе тепринчен тухса каймĕ тесе шутлатăп. Çĕр улми «иккĕмĕш çăкăр» вĕт, вăл хамăра та, хула çыннисене те питĕ кирлĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.