КОРОНАВИРУСПА чирлекенсен йышĕ хăвăрт ỹссе пынине шута илсе, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунхи планеркăра патшалăх тата муниципал служащийĕсене вакцинаци тăвассине вăйлатма хушнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ чиртен хỹтĕленес тĕлĕшпе хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пурнăçламаллине палăртнă. Инфекци сарăлас хăрушлăх пысăк вырăнсенче çĕнĕрен маска тăхăнасси çине куçас ыйтăва çывăх вăхăтра татса памалла. Коронавируспа чирлекенсен хисепĕ пирĕн Шăмăршă районĕнче хăвăрт ỹсни те оперативлă штаба районта васкавлă мерăсем йышăнма хушать.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ вакцинаци ĕçне вăйлатма хушнă
Дополнительно
26 августа 2022
10:19
РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ