Патирекри тĕп шкулта вĕренекенсем çулленех çу кунĕсенче эмел курăкĕсем пуçтараççĕ. Çак шкул пĕлтĕр Шăмăршăри райпо ирттернĕ конкурсра та çĕнтернĕ. Эмел курăкĕсем хатĕрлес тĕлĕшпе пысăк хастарлăх кăтартнăшăн шкула райпо совечĕ 1 пин тенкĕ укçан преми парса хавхалантарнă.
ПАТИРЕК ШКУЛНЕ _ ПРЕМИ
Дополнительно
26 марта 2005
00:00
"Шăмăршă хыпарĕ"