Шемуршинский муниципальный округ Шăмăршă муниципаллă округĕ

"АФГАНЕЦСЕН" _ ÇĔНĔ ПРЕДСЕДАТЕЛЬ

Ытлари кун районти çар комиссариачĕн залĕнче районти воин-интернационалистсен пухăвĕ пулса иртнĕ, унта Афган вăрçине хутшăннă 32 çын хутшăннă. Хăй ыйтнине тивĕçтерсе, пуху С. Хафизова воин-интернационалистсен районти канашĕн председателĕн ĕçĕнчен хăтарнă. Воин-интернационалистсен районти канашĕн председателĕ пулма пуху Шăмăршăра пурăнакан Михаил Кудрявцева суйланă. Пуху ĕçне районти çар комиссарĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Вадим Звонков майор тата район администрацийĕн представителĕ Николай Ендиеров хутшăннă