Шемуршинский муниципальный округ Шăмăршă муниципаллă округĕ

ЧĂВАШ ЕНПЕ ПАЛЛАШТАРАÇÇĔ

Районти тĕп библиотекра "Чăваш Ен" видео коллекци те пур. CD-дисксем республикăри тăван тавралăх тĕпчевĕпе çыхăннă. "Чăваш çеçен хирĕ" фильм _ коллекцире чи интереслисенчен пĕри. 40-50 пин çул каялла Чăваш Ен пейзажĕ паянхи пек мар, пачах урăхла пулнă. Вăл тапхăрта юханшывсем хĕррипе питĕ çăра вăрмансем кашласа ларнă, вĕсенче мамонтсемпе носорогсем чаштăртаттарса çỹренĕ. Вĕсен республика территорийĕнче тупнă шăммисем халĕ Чăваш наци музейĕнче упранаççĕ. Ытти вырăнсенче вара талккишĕпех - горизонтран пуçласа горизонт таран - çеçен хирсем тăсăлнă. Куславкка районĕнче упранса юлнă çеçен хир лаптăкĕ тата унта ỹсекен кăлкансем (ковыль) Чăваш Енĕн авалхи тавралăхĕ пирки аса илтерсе тăраççĕ. "Чăваш çеçен хирĕ" фильм асăннă ỹкерчĕксемпе тата çеçен хир чĕрчунĕпе - сăвăрпа (сурок-байбак) тĕплĕн паллаштарать. Европа территорийĕнче хйсем тĕллĕн ỹссе сарăлнă вăрмансем халĕ юлманпа пĕрех _ вĕсене тахçанах ĕнтĕ çынсем лартса ỹстереççĕ. Чăнах та, вăрмансем хăйсем тĕллĕн мĕнлерех аталанса сарăлаççĕ-ха? Кун пирки "Вăрмансем мĕнле ỹсеççĕ?" фильм каласа парать. "Юхать Атăл шывĕ" фильм Чăваш ен территорийĕпе иртекен Атăлпа паллаштарать. Анлă Атăл пирĕн республикăпа хăш вырăнта тĕл пулнине тата сывпуллашнине, унăн хумĕсем Чăваш çыранне миçе çухрăм тăршшĕ чỹхесе ачашланине сăнлакан фильма пăхма чăннипех те питĕ кăсăклă. Çул-çỹрев вăхăтĕнче Атăл çыранĕсем хĕрринчи ял-хулапа, Шупашкар ГЭСĕпе те паллашма пулать. "Чĕрĕ шыв тинĕсĕ" фильм çĕр айĕнчен тапса тăракан шыв вăрттăнлăхне уçса парать. Чăва Ен çĕрĕн айĕнче минераллă шывсен запасĕ пысăк. "Гузовской юманлăхĕ" фильм Б. И. Гузовской ученăй-вăрманçăн пархатарлă ĕçне сăнлать. Вăл 20 ĕмĕр пуçламăшĕнче Ильинка лесничествинче ĕçленĕ. Пирĕн библиотекăра çавăн пекех "Металпа ĕçлекенсен профессийĕ", "Ку вăл пуçламăшĕ кăна" (строительство профессийĕсем çинчен) тата Чăваш Енĕн çĕр айĕнчи пуянлăхĕ _ торф, гипс, тăм çинчен каласа паракан фильмсем те пур. Халĕ асăнса тухнă фильмсем интереслентерсе ячĕç пулсан, район çыннисене Шăмăршăри вулав çуртне килме ыйтатпăр.