Январĕн 15-16-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарта 15-16 çулти яшсем дзюдо мелĕпе кĕрешсе руспубликăра мала тухассишĕн ăмăртнă. Унта Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕ, Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекен Андрей Иванов 42 килограмм таран виçеллисем хушшинче 2-мĕш вырăн йышннă. Январĕн 22_23-мĕшĕсенче вара Шупашкарта самбо меслечĕпе кĕрешекенсен республикăри чемпионачĕ иртнĕ. Шăмăршă вăтам шкулĕн 2004 çулхи выпускникĕ Николай Кузьмин унта 90 килограмм таран виçеллисем хушшинче 3-мĕш вырăна тухнă. Андрей Ивановпа Николай Кузьмин хăйсен спорт ăсталăхне районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчи Александр Ичанкин тренер ертсе пыракан секцире туптаççĕ
АНДРЕЙ ИВАНОВПА НИКОЛАЙ КУЗЬМИН _ ПРИЗЛĂ ВЫРĂНСЕНЧЕ
Дополнительно
02 февраля 2005
00:00
"Шăмăршă хыпарĕ"