Вăраха тăсăлнă уявсен вăхăтĕнче районти культурăпа спорт пурнăçĕ пĕр вырăнта тăмарĕ: интереслĕ, асра юлмалли самантсем чылай пулса иртрĕ. Вĕсенчен пĕри _ Виçпỹрт Шăмăршăра йĕркеленĕ волейболистсен раштаври турнирĕ. Пилĕк команда хутшăнчĕ унта. Вĕсенчен пĕри _ пĕлтĕрхи турнир çĕнтерỹçи, Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул команди. Карапайшăмăршăсем кăçалхи турнирта та ăнăçлă вылярĕç. Çакна палăртма кăмăллă: вĕсем пĕр вăййа та выляса ямарĕç, чемпион ятне тивĕçрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ Виçпỹрт Шăмăршă тата Шăмăршă ялĕсен администрацийĕсен командисем. Жюри турнирти чи лайăх волейболист тесе Виçпỹрт Шăмăршăри Владимир Абсалямова йышăнчĕ. Çĕнтерỹçĕ команда район администрацийĕн ятарлă хаклă призне тивĕçрĕ.
КАРАПАЙШĂМĂРШĂСЕМ ÇĔНТЕРЧĔÇ
Дополнительно
15 января 2005
00:00
"Шăмăршă хыпарĕ"