Авăн уйăхĕн вĕçĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинче районсемпе хуласем хушшинче çамрăксен ĕç ушкăнĕсен республикăри фестиваль иртнĕ. Унта пурĕ 20 ушкăн хутшăннă. Пирĕн районти Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн "ОООН" ("Отряд особого назначения") ушкăнĕ (ертỹçи _ В.В.Хорькова) пултарулăх программипе тата çамрăксен ĕç ушкăнĕсен спартакиадинче (тренерĕ _ Н.А.Куприянов) иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Маттур, шăмăршăсем!
Дополнительно
06 октября 2004
00:00
"Шăмăршă хыпарĕ"