Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Икĕ çемье - пĕрлешнĕ, икĕ çемье - уйрăлнă

Икĕ çемье - пĕрлешнĕ, икĕ çемье - уйрăлнă

ПАЛТИЕЛ территори уйрăмĕнчи граждансен пухăвĕнче «Демографи» Наци проекчĕ пирки питех калаçмарĕç. Уйрăм начальникĕ Феннур Рахматуллов та хăйĕн докладĕнче цифрăсене асăннипе çеç çырлахрĕ. Калаçмалли вара пур: Палтиелпе Патирек ялĕсенче 1427 çын пурăнать пулсан, 2022 çулта пурĕ те 5 ача çеç çуралнă. 2021 çулта 8 ача çут тĕнчене килнĕ пулнă. Тĕрлĕ сăлтавпа 30 çын пурнăçран уйрăлнă. Икĕ ялĕпе 2 туй (2021 çулта - 6) кĕрленĕ, 2 çемье уйрăлнă.

2019-2024 çулсем валли йышăннă «Демографи» Наци проекчĕ Палтиел территори уйрăмĕнче çителĕксĕр пурнăçланса пыни пурне те шухăша ямалла. Проект тĕллевĕ - çĕр-шывра ача çуралассин шайне çĕклесси, аслă ăру çыннисен ĕмĕрне тăсасси. Çавăн пекех сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыракан граждансен йышне те ỹстерсех пымалла, халăхăн 55 процентĕнчен кая мар спортпа туслаштăр тесе тăрăшмалла.

«Вак тата вăтам предпринимательлĕх» Наци проекчĕ мĕнле пурнăçланса пырать-ха? Уйрăм территорийĕнче 26 предприниматель шутланать, çав шутра 5 хресчен (фермер) хуçалăхĕ ĕçлет.

Шел те, докладра предпринимательсен ĕçне тишкерсе хак пани пулмарĕ, çаплах пухăва килнисем фермер хуçалăхĕсен ĕç кăтартăвĕсене те пĕлеймерĕç.

Фермерсен çитĕнĕвĕсем вара çук мар. Акă Ф.Рахматуллов 2022 çулта мăйракаллă шултра выльăхсем усракан çĕнĕ фермăна ĕçе янă, кăçал ĕне ферми пирки ĕмĕтленет. Çакăн пек ырă тĕслĕхсем тата та пур. Патирекри Р.Севрюгин пахча çимĕç çитĕнтерсе чапа тухнă, хăй кăна муниципалитет округне купăстапа тивĕçтерме пултарать.

«Çул-йĕр» Наци проекчĕ пирки те каласа хăвармалла. 2022 çулта Палтиелĕнчи Шкул тата Çамрăксен урамĕсенчи çула юсанă, пурĕ 2497,094 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Çавăн пекех Патирек масарĕ патне каякан çула та якатса-тỹрлетсе тухнă, çак ĕç валли 399,6 пин тенкĕ уйăрнă.

Строительство ĕçĕсене малалла асăнса тухас пулсан Патирекре вут-кăварпа кĕрешмелли шыв управĕ тунине (837,68 пин тенкĕлĕх), Палтиелĕнчи Шкул урамĕнче шыв башнине тĕпрен юсанине (1391,05 пин тенкĕлĕх), Палтиелĕнчи Культура çуртĕнче тĕп юсав ĕçĕсем тунине палăртса хăвармалла.

2022 çулта вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене тытса тăма 429,8 пин тенкĕ тăкакланă.

Палтиел территори уйрăмĕнчи граждансен пухăвĕн ĕçне муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Александр Чамеев тата Шăмăршăран килнĕ ытти яваплă ертỹçĕсем хутшăнчĕç, сăмах тухса каларĕç.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
03 марта 2023
11:24
Поделиться