ПАЛТИЕЛСЕН САВНĂÇĔ
Йĕпе-сапаллă кунсенче пылчăк çăрăлакан урампа утма питĕ кансĕр. Палтиелĕнчи Советсен урамĕнче пурăнакансемшĕн вара çĕнĕ тапхăр пуçланчĕ, вĕсене çатма пек яп-яка асфальтлă çул сарса пачĕç. Халĕ Советсен урамĕнчи çынсем çăмăллăн сывласа ячĕç, чунтанах савăнаççĕ. Районти пуçлăхсене вĕсен нушине ăнланнишĕн тав тăваççĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"