Волейбола пурте юратаççĕ
ВОЛЕЙБОЛ пирĕн муниципалитет округĕнче чи юратнă спорт вăййисенчен пĕри пулса тăчĕ. Ачасем те, çитĕннисем те волейболла выляççĕ, илемлĕ хусканусем туса сывлăха тĕреклетеççĕ.
Февралĕн 18-мĕшĕнче Шăмăршă вăтам шкулĕн спорт залĕнче «Шкулти волейбол лиги» ятпа муниципалитет округĕнче мала тухассишĕн ăмăрту иртрĕ. Унта вăтам шкулсем пурте хутшăнчĕç. Ăмăртăва арçын ачасемпе хĕр ачасен командисем çине пайласа йĕркелерĕç.
Çивĕч тупăшура арçын ачасем хушшинче Шăмăршă вăтам шкулĕн командисем пĕрремĕш - виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Хĕр ачасен ăмăртăвĕнче Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн команди - пĕрремĕш, Шăмăршă вăтам шкулĕн команди - иккĕмĕш, Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн команди виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Çамрăк ăру спорта юратса çитĕнни «Демографи (Спорт)» Наци проектне пурнăçа кĕртнĕ çĕрте пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çуркунне çитсен, çĕр типсен вĕренекенсем савăнсах футбол уйĕнче мечĕк хăвалĕç, шкул тата урам командисем пĕр-пĕринпе ăмăртĕç. А.АЛЕКСАНДРОВА.