Улăп тăприсем çинчен

"Туризм - романтика çеç мар..." проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
ИСТОРИКСЕМ çирĕплетнĕ тăрăх, пирĕн эрăчченхи иккĕмĕш пин çуллăх варринче Вăтам Атăл тăрăхĕнче «пура культури» («срубная культура») тесе вилнĕ çынсене сăрт айне йывăç пура туса пытарнине калаççĕ. Пирĕн вăхăтра хăш-пĕр çĕрте çак сăртсем упранса юлнă. Вĕсене халăхра «Улăп тăпри» теççĕ. Пурасем ултă е сакăр кĕтеслĕ пулнă. Вĕсене 3 метр таран çĕр чавса вырнаçтарнă.
Чăнах та, халĕ çав сăртсене шыраса тупма питĕ йывăр. Пирĕн район территорийĕнче «Улăп тăприне» Патирек, Палтиел, Карапай Шăмăршă, Пуянкасси, Çĕнĕ Шăмăршăпа Кивĕ Шăмăршă, Виçпỹрт Шăмăршă, Тури Чаткас ялĕсем çывăхĕнче асăрханă. Çак ялсенчи ватăсем туристсене «Улăп тăприн» вырăнне шыраса тупмашкăн пулăшма пултараççĕ.
Кăларăма Иван САЛАНДАЕВ хатĕрленĕ.