Пулмантăша килтĕм - пыл çирĕм

Туризм - романтика çеç мар..." проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
РЕВОЛЮЦИЧЧЕН Çĕнĕ Чукал (Пулмантăш) ялĕ Чĕмпĕр кĕпĕрнин Памай вулăсне кĕнĕ. Пулмантăш ялĕ икĕ сăрт - Туçи тата Шĕвĕр тỹпе айлăмĕнче сарăлса ларать.
Легенда тăрăх, яла пуçласа яракансем икĕ пĕр тăван пулнă - Симăрса тата Илле. Вĕсем Пушкăрт енчен куçса килнĕ пулать. Хăшĕсем Слакпуç ялĕнчен куçнă тесе те калаççĕ.
Симăрсапа Илле йăхĕсенчен Симурзинсемпе Ильичевсем пулса кайнă. Ытти хушаматсем вара ятсенчен пулнă: Нехвет - Нефедов, Улюк - Улюков тата ытти те.
Т.Масленицкин «Топографическое описание Симбирского наместничества и порознь городов» кĕнекин ал çырăвĕнче кăтартнă тăрăх, 1875 çулта Вырăс Чукал ялĕ те пуçланса кайнă. Вырăс Чукал ялĕ вĕçĕнчи çаранлăхран инçе мар мăнастир ларнă. Унăн вырăнĕ халĕ те паллă-ха.
Пулмантăш ялĕнчен икĕ çухрăмра селитра завочĕ пулнине те çырса хăварнă. Çак завода Степан Разин пăлхавçисем çĕмĕрсе-тустарса тăкнă. Çав вырăна халĕ Савдюково теççĕ.
1880 çулта Пулмантăшра чиркỹ туса лартнă. 1884 çулта шкул уçăлнă.
Ялта çил арманĕсем виççĕ пулнă, вĕсен хуçисем - Рубцовпа Кирсанов.
1885 çулта Пулмантăшра пĕр сыпăклă училище уçăлнă. Учитель пулма Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă Федор Игнатьева çирĕплетнĕ.
1889 çулта Пулмантăш шкулĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнинче халăх училищисен директорĕ И.Н.Ульянов тата И.Я.Яковлев инспектор тĕрĕслеме килнĕ. Кунта вĕсем виçĕ кун пурăннă. Хăнасене ял çыннисем çăка пылĕпе хăналанă. Г.А.Симурзин учитель тата таврапĕлỹçĕ çырса хăварнă тăрăх, Иван Яковлевич кула-кула çапла каланă пулать: «Пулмантăша килтĕм - пыл çирĕм, пыл сăри те кайрĕ пуçăма!»
Кăларăма Иван САЛАНДАЕВ хатĕрленĕ.