АЧАРАН ЮРАТАТЬ ВĂЛ ÇĔРЕ
Карапай Шăмăршăри А.П.Сидоров Киров ячĕллĕ хуçалăхра чылай çул трактористра тăрăшнă. Юлашки çулсенче ДТ-75 тракторпа ĕçленĕ. Çурхи тата çĕртме сухи тунă вăхăтра ашшĕпе пĕрле час-часах кабинăна ывăлĕ те – Сергей – ларнă. Тырă хăмăлĕллĕ сарă хирте трактор плугĕ хыççăн «хура хăю» тăсăлса пынине, ун таврашĕнчи кураксем кранклата-кранклата вĕçсе çаврăннине, суха кассинчи «хурçă ут» çăра тĕтĕм кăларса пур вăйран малалла талпăннине сăнама, пĕтĕм уй хăватлă кĕрлевпе янăраса тăнине итлесе тăма юратнă арçын ача. Кабинăра ашшĕпе юнашар ларса пынă вăхăтра хăш чухне руле те тытса пынă. Каçалăк пуçламăшĕнчен тытăнса вĕçне çитичченех! Паллах, ниçта кайса кĕрейми хĕпĕртенĕ вăл çакнашкал телейлĕ самантсенче. Руле кăштах перĕнетĕн кăна – темиçе тоннăллă хăватлă трактор çийĕнчех сан ирĕкне пăхăнать. «Эх, ỹссен манăн та тракторист пуласчĕ, атте пекех çĕр сухаласчĕ, тырă акасчĕ», - ĕмĕтленнĕ сухара арçын ача.
Ялти шкула пĕтерсен ăçта вĕренме каясси пирки иккĕленỹ пулман Сергейĕн – тỹрех Шăмăршăналла çул тытнă, - механизаторсен курсне тивĕçлĕ документсем тăратнă.
Кунта вĕренсе тракторист удостоверенине илсен, 1992 çулта, тăван хуçалăха ĕçе кĕме заявлени çырса панă. Малтанласа ДТ-75 трактор çинче ашшĕпе ылмашăнса ĕçленĕ тăрăшуллă яш. Ашшĕ, Александр Петрович, ывăлне хăйĕн пуян ĕç опытне парса пынă, техника çĕмĕрĕлсен, ăна пĕрле юсанă. Техника вăрттăнлăхне майĕпен алла илсе пынă Сергей. Пултарулăхне кура, 3 çултан кивĕрех МТЗ-80 трактор шанса параççĕ ăна хуçалăх руководителĕсем. Тепĕр 3 çултан МТЗ-82 трактор çине куçараççĕ.
Ĕçчен йĕкĕт валли ĕç тупăнсах тăрать. Хуçалăхра иртнĕ çулхи çуркунне вăл пĕр сеялкăллă агрегатпа тулă, пăрçа, урпа акнă. Çулла тĕрлĕ культурăсене ỹстерес енĕпе тăрăшнă, траншейăна курăксен симĕс массине, ферма çывăхне утă турттарнă. Каярахпа волокушкăпа улăм сĕтĕрнĕ, чĕкĕнтĕр кăларма пулăшнă. Хĕл кунĕсенче вара витесен çумĕнче пухăнакан тислĕке кайса тăкнă, вăрмантан йывăç кăларнă. Хальхи вăхăтра ферма çывăхне улăм турттарать, пилорама территорийĕнче йывăçсем кăларса, вĕсене цех çывăхне сĕтĕрсе тăрать.