Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чăваш тавра пĕлÿçисен регионсем хушшинчи форумĕ

Чăваш тавра пĕлÿçисен регионсем хушшинчи форумĕ

Шупашкарти Наци вулавăшĕнче «Тавра пĕлÿ тата çамрăксем: истори астăвăмĕ тата ăрусен çыхăнăвĕ»ыйтупа регионсем хушшинчи форум иртрĕ. Унта тĕпчевçĕсем, çыравçăсем, архивпа вулавăш ĕçченĕсем, студентсемпе шкул ачисем хутшăнчĕç. Тавра пĕлÿçĕсене Чăваш Енĕн Хисеплĕ тавра пĕлÿçи Виталий Петрович Станьял ăсчах видеоçыхăну мелĕпе саламларĕ, пурне те малашне те тăван тавралăха тĕпчес тата пĕлĕвĕсене халăх хушшинче сарас ĕçре иксĕлми вăй-халпа тăрăшулăх сунчĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикин Общество палатин пайташĕ Владимир Тяпкин та салам сăмахĕпе тухса калаçрĕ. Чăваш тавра пĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Сергей Сорокин пысăк пухăва уçнă май çак йыша çамрăксене нумайрах хутшăнтарма çул-йĕр уçмаллине палăртрĕ. Малалла А. Н. Вражкин - «СВ – Пресс издательсьство ушкăнĕн ертÿçи, И. В. Никонорова – Чăваш Республикинчи Вырăс географи обществин уйрăмĕн ертÿçи, Л. А. Федотова – Шупашкар хулин 60-мĕш шкул вĕрентекенĕ, Л. А. Таймасов – И. Н. Ульянов ячĕллĕ университетăн истори ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, профессор, А. А. Александров – Çĕпĕрти филологи институчĕн (Раççей Наукăсен академийĕн уйрăмĕ) ăслăлăх ĕçченĕ, телерадиожурналист, В. Ю. Григорьев – Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн ăслăлăх ĕçченĕ, В. Д. Николаев – журналист тата çыравçă, И. О. Грачев – гениалоги тĕпчевçи, В. С. Сорокин – «Волонтер - тавра пĕлÿçĕсем» юхăм ертÿçи тухса калаçрĕç, хăйсен ĕçĕнчи пĕлĕвĕсемпе, тĕслĕхĕсемпе паллаштарчĕç.

Иртнĕ çулхи ĕç-хĕле тишкернĕ май хастар пĕлÿçĕсене Хисеп хучĕсемпе Дипломсем парса чысларĕç. Хисепе тивĕçнисем хушшинче Шăмăршăри уйрăм пайташĕсем те пур. Тавра пĕлÿ ĕçĕнче хастар ĕçленĕшĕн В. К. Андронов, П. И. Фомин, Г. А. Телегина – ĕç ветеранĕсем, В. Ф. Юманов – ĕç пуçаруçи, «Шăмăршă хыпарĕ» район  хаçачĕн редакцийĕ Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. Н. В. Юманов ĕç пуçаруçи те 2024 çулта «Шемуршинская хроника: сквозь века к современным событиям» кĕнекипе «Чи лайăх кĕнеке» конкурсра çĕнтерÿçĕсен ушкăнне кĕчĕ, ăна Алексей Милли ячĕллĕ Дипломпа хисеп турĕç. Васанти Г. Н. Ларшников-Пэхет ячĕллĕ Халăх историпе краеведени музейĕн ертÿçи – И. И. Ефимова «Хисеплĕ тавра пĕлÿçĕ» ята тивĕçрĕ.

Зоя Головинская,

Чăваш тавра пĕлÿçисен пĕрлĕхĕн Шăмăршăри уйрăм ертÿçи.



31 марта 2025
12:56
Поделиться