Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ентешсене - уяв парни

Ентешсене - уяв парни

Ятарлă çар операцийĕнче мобилизаци йĕркипе тăракан ентешсем _ Кивĕ Чукал тата округри ытти ял çамрăкĕсем патне çак кунсенче Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи уявĕ ячĕпе сумлă парнесемпе кучченеçсем çитрĕç. Вĕсем: УАЗ-автомашина (!), строительство материалĕ (пăта-саморезран пуçласа бензин пăчки таран), РЭБа ĕçлеттерекен аккумулятор, маскировка сеткисем, ăшă чăлхасем, нумай упранакан апат-çимĕç.

Гуманитари пулăшăвне илсе çитерекенсем _ Николай Валерьевич Чамеевпа Георгий Петрович Кувайский водительсем.

... СВОра тăракансене кивчукалсем яланах кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтернĕ-ха. Хальхинче СВО участникĕсемпе калаçса кирлĕ япаласен списокне турăмăр. Транспорт фронтра чи кирлĕ хатĕр пулнине шута илсе, Кивĕ Чукал ял халăхĕ тата хуласенче пурăнакан ентешсем 600 пин тенкĕ укçа-тенкĕ пухрĕç (çак ĕçе йĕркелекенĕ _ округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Людмила Карзанова). Малтан УАЗ-автомашина тата уйрăм детальсем туянтăмăр. Шупашкарта СТО тытакан ентеш _ Виктор Анатольевич Кувайский ăна тỹлевсĕрех тĕплĕ юсарĕ, сăрларĕ, лебедка вырнаçтарчĕ. Унтан ял-йыш ытти япала пухса хатĕрлерĕ. Пĕтĕм пулăшăвăн сумми 800 пине яхăн пуçтарăнчĕ. Мĕн пур ĕç-пуçа 2 уйăх хушшинче туса ирттертĕмĕр.

Кивчукалсен пуçарăвне ырласа, Шăмăршăри «Пĕтĕмпех _ фронтшăн, пĕтĕмпех _ Çĕнтерỹшĕн» ушкăн _ маскировка сеткисем, «Кызлар-йолдызлар» ушкăн _ ăшă чăлхасем, Асанкасси хĕрарăмĕсем апат-çимĕç парса ячĕç.

Ырă кăмăллă та хастар çыннăмăрсене чĕререн тав туса çĕре çити пуç таятпăр. Пирĕн пулăшу фронтшăн çирĕп тĕрек пуласса чунтан шанатпăр. Александр Чамеев, Кивĕ Чукал ял территори уйрăмĕн начальникĕ.



Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăм АУ «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» (Шемуршинские вести») Минцифры Чувашии
27 февраля 2025
08:05
Поделиться