Наркотик - сывлăх тăшманĕ
НАРКОТИКПА усă курни нихăçан та ырри патне илсе çитермест. Кун пирки ытларах çамрăксен асра тытмалла. Наркотик препарачĕсене тутанса пăхнине вилĕм патнелле пĕр утăм тунипе танлаштарма пулать.
Наркотиксемпе туслашса кайсан вара, çын хăй ирĕкĕпе йышăннă чир кунран-кун ытларах та ытларах доза ыйтма пуçлать. Сахал дозăпа картне ларман пек туйăнать. Çапла вара, сывлăх ерипен хавшаса, çын ĕренкерен тухсах пырать. Наркотиксемпе усă курнă май, çын хăй мĕн хăтланнине ăнкарайми пулать, çывăх тăванĕсем те уншăн ют пулса тăраççĕ. Чун-чĕрери таса та савăк туйăм- сем çухалаççĕ. Чирлĕ çыннăн пуçне кунĕн-çĕрĕн пĕр шухăш пăралать: ăçтан та пулин укçа илсе наркотик дозине тупмалла, чун-чĕрене йывăррăн пусахласа тăракан сивĕ туйăмсене темиçе сехетлĕхе сирсе ямалла.
Темиçе сехетлĕх йăпану тĕрлĕ чир-чĕрпе, ВИЧ-инфекципе таврăнать. Юлашкинчен вара, организм чир-чĕре хирĕç кĕрешейми пулса çитсен, ВИЧ-инфекци ермен пулсан та, çын çамрăклах пурнăçран уйрăлать. Вăхăтсăр вилекенсен йышĕнче 15-18 çулхи çамрăксен йышĕ ỹссех пырать.
Аслă ăрăвăн çамрăксене наркотикрен хỹтĕлес тĕлĕшпе питĕ тимлĕ пулмалла. Çемьере наркоман палăрсан çак хыпара çийĕнчех нарколог врач патне çитермелле. Врач сиплев курсне палăртать. Сиплев ĕçĕ ыттисемшĕн вăрттăнлăхра юлать, кун пирки пăшăрханма кирлĕ мар. Наркотикпе усă курнинчен мĕн чухлĕ маларах сипленме пуçлатăн, усси те çавăн чухлĕ витĕмлĕрех пулать.
Н.ПОЛИКАРПОВ, Шăмăршă район больницин нарколог врачĕ.