Комментарий главного врача Шемуршинской больницы Ирины Смирновой к Посланию Главы Чувашии Олега Николаева
- Кăçал, РФ «Сывлăх сыхлавĕн пирвайхи сыпăкне модернизацилесси» проекчĕпе килĕшỹллĕн, Палтиел ялĕнче тухтăр амбулаторийĕ тумалла, Пăчăрлă Пашьелĕнчи тухтăр амбулаторине тĕпрен юсамалла, район больницин рентген кабинетĕнче тĕпрен юсав ĕçĕсене туса çĕнĕ оборудовани лартмалла. Çак проектпах 2026_2030-çулсенче районти поликлиникăн хирурги тата терапи корпусĕсене тĕпрен юсама пăхса хăварнă.
Çавăн пекех маммографи, куçса çỹрекен рентген тата УЗИ аппаратури, ытти оборудовани туянса лартма палăртнă. «Сывлăх сыхлавĕн пирвайхи сыпăкне модернизацилесси» проекта пулах 8 çăмăл автомобиль медицина ĕçченĕсене ялсенчи учрежденисене тухса çỹреме, Канашпа Шупашкар хулисене пациентсене тата анализсене ăсатма-кỹме сисĕмлĕ пулăшу параççĕ.