Ардольон Иванов : «Михал Иванч купăс каланăшăн чĕлĕм парнелерĕ»
1936-Çулхи февралĕн 15-18-мĕшĕсенче Чулхула хулинче колхозник-ударниксен крайри V-съезчĕ пулса иртнĕ. Мускав сĕннине ырласа, делегатсем съезда йĕлтĕрпе кайма килĕшсе татăлнă. Çапла вара ун чух Чулхула крайне кĕнĕ чăваш делегачĕсем те _ 79 колхоз председателĕ, 116 бригадир, 18 ферма заведующийĕ, 16 тракторист, 8 ял Совет председателĕ тата ыттисем _ урана йĕлтĕр сырса çула тухнă.
«Красная Чувашия» хаçатăн 1936-çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчи номерĕнче çырнă тăрăх, Шăмăршă вăрманпромхозĕн ăстаçисем кĕске вăхăтрах 200 мăшăр йĕлтĕр (патакпа пĕрле) хатĕрлеме пултарнă. Пирĕн районтан суйланă 16 делегатсăр пуçне, Шăмăршăсем кỹршĕллĕ Патăрьелпе Турхан тата Шăнкăртам районĕсен ударникĕсене те йĕлтĕрпе тивĕçтернĕ.
Шăмăршă районĕн «Колхозник сасси» хаçачĕ хăйĕн 1936- çулхи февралĕн 3-мĕшĕнчи номерĕнче çапла çырнă: «Чăтăмлă та çирĕп вăй-халлă йĕлтĕрçĕсем хатĕрлеме, Шăмăрша ВКП(б) обкомĕ ятарласа инструктор тата икĕ спортсмен ярса пачĕ. Кашни колхозра физкультура кружокĕ уçăлчĕ. Инçе çула тухас умĕн, пирĕн делегаци çыннисем Шупашкара кайса вышка çинчен парашютпа сикнĕ».
Хаçат чи маттур йĕлтĕрçĕсене ятран асăнать: «Трактор» колхоз председателĕ Николай Петрович Урдюков, «Красный партизан» колхоз бригадирĕ Иван Васильевич Рубцов, «Правда» колхоз бригадирĕ Николай Яковлевич Яковлев, «Триер» колхоз конюхĕ Василий Митрофанович Ильбеков, «Заря» тата «Красная Звезда» колхозсен бригадирĕсем Василий Александрович Алексеевпа Василий Яковлевич Долгов.
Делегатсем пурте ГТО значокĕн нормине ăнăçлă пурнăçланă.
«Йĕлтĕрçĕсен тум-тирĕпе урана тăхăнмаллине уйрăмах хытă тĕрĕсленĕ, _ пĕлтерет «Колхозник сасси» хаçат. _ Шупашкартан 16 штук хулăн бумазей шăлавар тата çак материалтан çĕленĕ блуз илсе килнĕ. Кашни делегат хыçне вещ-мешок (рюкзак) çакнă, унта супăнь, шăл тасатмалли порошок, виçĕ банка пулă консерви, пĕр килограмм печенипе çакăн чухлĕ сухари хунă».
«Красная Чувашия» хаçатăн 1936-çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчи номерне пĕтĕмпех Чулхулана йĕлтĕрпе вăрăм çула тухнисене халалланă.
«Январĕн 29-мĕшĕнче Улатăр, Шăнкăртам, Шăмăршă, Патăрьел тата Турхан районĕсен делегацийĕсем Шупашкара килсе çитрĕç. Йĕлтĕрçĕсене хула çыннисем «ур-ра!» кăшкăрса, хыттăн саламласа кĕтсе илчĕç. Февралĕн 3-мĕшĕнче вĕсем Етĕрнерен Чулхулана çула тухнă. Хулара вĕсем валли ăшă хваттер, парикмахерски, мунча тата столовăй хатĕрлесе хунă. Етĕрнери шкулсем концерт программипе делегатсене пысăк савăнăç парнелĕç».
Етĕрнерен ЧАССР делегацийĕ икĕ колоннăпа тапранса кайнă. Лысково хулинче чăвашсем Мари Республикин делегацийĕпе пĕрлешсе малалла çул тытнă.
Чулхула (ун чух _ Горький) хулинчи издательствăра 1936-çулта пичетленсе тухнă «За Сталинский урожай. Съезд на лыжах» кĕнекере (Чулхула облаçĕн патшалăх истори архивĕ, 318-мĕш фонд, 3-мĕш уйрăм, 767-мĕш ĕç папки (дело), 6-мĕш страница) эпĕ СССРти ЦИК Председателĕ Михаил Иванович Калинин чăваш халăхĕн маттур делегатне Ардольон Григорьевич Иванова _ хут купăс каласа пурне те ташлаттарнăшăн _ чĕлĕм парнелени çинчен çырнине тĕл пултăм. Чимĕр-ха, пирĕн районти «Канаш» колхоз колхозникĕ Ардольон Иванов мар-ши ку? Шăпах çавă иккен: Ардольон Григорьевич съезд хыççăн Канаш паççулккине таврăнсан: «Мана Михал Иванч аллăма чăмăртасах чĕлĕм парнелерĕ!» _ тесе мухтаннă. Çак чĕлĕме вăл Упи пасарне кайсан нумай çынна кăтартнă иккен, çавăнпа та халăх асне (историе) кĕрсе юлнă.
Темшĕн, пирĕн делегата М.И.Калинин чĕлĕм парнелени çинчен Шăмăршă район хаçатĕнче пĕр йĕрке те çырман: ахăртнех, çак тĕслĕх ĕçмен, чĕлĕм туртман делегатсен ятне ярасран шикленнĕ пулмалла. Хаçат ĕçĕ çавăн пек вĕт вăл: пушă вĕçĕ наччасрах хăвна та пырса тивме пултарать...
... Февралĕн 12-мĕшĕнче делегатсем Чулхула хулине пырса çитнĕ. Вĕсене хăна çурчĕсемпе автозавод общежитине вырнаçтарнă. Съезд вĕçленнĕ хыççăн делегаци Канаша пуйăспа таврăннă, йĕлтĕрсене асăнмалăх хăйсемпе киле илсе кайнă. Ив.САЛАНДАЕВ.
(Статья çырнă чух автор Чулхула облаçĕн патшалăх истори архивĕнче тата Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕнче упранакан документсемпе усă курнă).