Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кашни ыйту çивĕч

Кашни ыйту çивĕч

ЯНВАРĔН 15-мĕшĕнче Чăваш Республикинче _ çав шутра Шăмăршă муниципалитет округĕнче те _ Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Халăхпа тĕл пулса калаçма Шупашкартан «Гостехнадзорăн» Чăваш Республикинчи инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев килнĕ.

Владимир Димитриевпа Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин администраци çуртĕнче иртнĕ анлă канашлу ĕçне хутшăннă, Пĕрлехи информаци кунĕн ыйтăвĕсене сỹтсе явнă.

Ыйтусем вара пурне те хумхантармаллисем: банк карттисем çинчи укçа-тенке мошенниксем вăрласран сыхланасси; 2025-çулта коммуналлă çăмăллăхсен тарифĕсене индексацилемелли йĕрке; шкулта тата садикре ачасене апат çитерессине тĕп тимлĕхре тытасси; хĕллехи вăхăтра округри çулсене юртан-пăртан тасатас тĕлĕшпе тунă контракта мĕнле пурнăçласа пыни. Ку темăсемпе яваплă представительсем тухса калаçнă.

«Гостехнадзорăн» Чăваш Республикинчи инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев Пĕрлехи информаци кунĕнчи кашни темăнах тĕплĕн ăнлантарса панă, ыйтусем çине туллин хуравланă. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин пухăннисене вырăнти лару-тăрупа паллаштарнă, ĕçри çитменлĕхсене тата вĕсене пĕтермелли майсене те кăтартса панă.

Н.ИЛЬИНА.



17 января 2025
13:26
Поделиться