Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Баскакра миçе çын пурăнать?

ПИРĔН вулаканшăн çак цифрăсем интереслĕ пулма пултараççĕ: вăрман варринчи 23 кил-хуçалăхлă Баскак паççулккинче халĕ 36 çын пурăнать. Çавăн пекех 13 кил-хуçалăхлă Муллинаяра _ 20 çын,5 кил-хуçалăхлă Кучекре 6 çын пурăнни паллă.

Округри чи пысăк ялта _ 1935 кил-хуçалăхлă Шăмăршăра _ 3360 çын тĕпленнĕ. 130 кил-хуçалăхлă Çĕнĕ Шăмăршăра _ 256, 215 кил-хуçалăхлă Энтĕрьелĕнче _ 302, 37 кил-хуçалăхлă Ирçе Тĕккинче _ 31, 22 кил-хуçалăхлă Канаш паççулккинче 37 çын шутланса тăрать.

Шăмăршă ял территори уйрăмĕнче пурăнакансем вĕлле хурчĕсен 506 çемйине усраççĕ. Округ центрĕнче 101 пуç _ качака, 300 пуç кролик шутланать.



Редакция Шемуршинской районнойАУ «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» (Шемуршинские вести») Минцифры Чувашии
17 января 2025
13:24
Поделиться