Юр ан хỹтĕр пирĕн çулсене
ХĔЛЛЕХИ çанталăк хăйĕн кăра кăмăлне кăтартсах тăрать. Сивĕтсе те илчĕ, çил-тăман та вĕçтерчĕ. Çула юр хỹсе кайнипе, шкул автобусĕсемшĕн те чăрмав сиксе тухрĕ. Юрать-ха, округ администрацийĕ çийĕнчех мера йышăннипе, пирĕн тăрăхра çак чăрмава вăхăтра пĕтерме май килчĕ.
Юр çăвать те çăвать, çанталăк пирĕн ума тата та пысăкрах йывăрлăх кăларса тăратма пултарать. Округ администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра çула тасатма 2 автогрейдер, 2 комбинированнăй çул машини (КамАЗ автомашинăсемпе), 2 йывăр бульдозерпа юр тасатакан хатĕр вырнаçтарнă 2 МТЗ трактор хутшăнаççĕ.
Ялсем хушшинчи муниципалитет пĕлтерĕшлĕ çулсене юртан тасатма _ В.Ярмушов уйрăм предпринимательпе, ял урамĕсене тасатма М.Васильев, М.Кузьмина, О.Хлюкин, В.Макаров, И.Кувайский, Ф.Рахматуллов, П.Храмов предпринимательсемпе килĕшỹ тунă. Шел те, Анат Чаткаспа Тури Чаткас урамĕсене юртан тасатма килĕшекен çын тупăнман-ха. Ĕç калăпăшĕ кунта пĕчĕк мар: 7,9 километр тăрăшшĕ çула йĕркеллĕ тытмалла.
Çапла, паян пирĕн çулсен шăпи _ çỹлте асăннă 8 çын аллинче. Синоптиксем юрлă-тăманлă çанталăк пуçланасси пирки систерсех тăраççĕ, çут çанталăк пирĕн пурнăçа инкек-синкек кỹресрен пурин те сыхă тăма тивет.
Ял территори уйрăмĕсен пуçлăхĕсен тата депутатсен паян хăйсен ĕç кунне: «Çула юр хỹсе кайман-ши? Юр тасатакан техника ĕçе пуçăнчĕ-ши?» _ тесе шухăшланипе пуçламалла, мĕнле те пулин чăрмав сиксе тухсан, çитменлĕхе васкавлăн пĕтерме тăрăшмалла. Вĕсен ĕçĕ йывăррине ăнланатăп, анчах урăхла ĕçлеме май çук: халăх вырăнти влаçа шанать пулсан, çак шанăçа тỹрре кăлармаллах.
С.ИВАНОВ.