Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Валентин Воробьев: «Çĕнтерĕве хамăр тỹпене хывмаллах...»

Валентин Воробьев: «Çĕнтерĕве хамăр тỹпене хывмаллах...»

Фронта пулăшассине пирвайхи тивĕç вырăнне хуракансен йышĕ ỹссех пырать. Акă Тури Чаткасра пурăнакан Валентин Воробьев çак кунсенче редакцие вĕр çĕнĕ «Ямаха» генератор илсе килчĕ. Çывăх вăхăтра хаклă парнене ятарлă çар операцийĕнче тăракан Кузьмич (Анат Чаткас çамрăкĕ) ротине илсе çитермелле.

...СВО участникĕсен пурнăç условийĕсене çăмăллатмашкăн хăй тỹпине хывма малтанах шутланă В.Воробьев. Тăван «Восход» хуçалăхра ĕмĕрĕпех электрикра вăй хунăскер, салтаксене çар условийĕсенче ăшăнмашкăн генератор кирлине никамран лайăх ăнланнă. Мăшăрĕпе Ольга Георгиевнăпа (округ çыннисем ăна КПСС 26-съезчĕн делегачĕ пек пĕлеççĕ) пĕрле пуçтарнă укçа-тенкĕпе туяннă хăватлă генератора СВОна яма шут тытнă.

_ «Чаткассем» чатра Анат Чаткас çамрăкĕ Кузьмич тата ун роти валли генератор кирли çинчен вуласанах мăшăрăмпа калаçрăм. Пĕр шухăшлă пулса, маларах туяннăскере фронта пама тĕллев лартрăмăр, _ пĕлтерчĕ 75-ри ĕç ветеранĕ. _ Пирĕн салтаксем ан шăнччăр, тăшмана хирĕç вирлĕрех çапăçчăр, ырă-сывă тата Çĕнтерỹпе таврăнччăр. Тăван кĕтесрен çитнĕ парне ентешĕмĕрпе юлташĕсемшĕн вырăнлă пуласса шанатпăр.

Сăмах май, Валентин Григорьевич Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе Украинăри Луганск хулинче пурнăçланă. Авиаци çарĕнче механикра тăрăшнă. Совет Çарĕнчен ефрейтор званийĕпе таврăннă.

_ Пирĕн, тылрисен, май пур таран хамăр хỹтĕлевçĕсене пулăшмалла: кам _ апат-çимĕçпе, кам _ тумтирпе, кам _ ыттипе. Çĕнтерĕве пĕрлехи вăйпа çеç туптама пулать, _ терĕ патриот.

Зинаида Свеклова.



Главная Редакция Шемуршинской районной газеты АУ «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» (Шемуршинские вести») Минцифры Чувашии
27 декабря 2024
09:10
Поделиться