«Çĕнтерỹ пирĕн енче пулатех!»
Çак кунсенче Карапай Шăмăршă ял территори уйрăмĕн начальникĕ Вячеслав Яковлев ятарлă çар операцийĕнче тăракан ентешпе Владимир Андреевпа тĕл пулчĕ. Вячеслав Александрович ял территори уйрăмĕн ячĕпе, тĕрĕслĕхпе тăнăçлăхшăн кĕрешекен салтака Тав çырăвĕпе чысларĕ, çавăн пекех ял-йыш ятĕнчен ăна парне _ аялти кĕпе-йĕмпе гигиена хатĕрĕсем _ пачĕ.
Владимир Петрович _ Çĕнĕ Тăрăн çынни. Вăл, отпускра пулнă май, тăван кĕтесри лару-тăрупа, ĕç-хĕлпе кăсăкланчĕ.
_ Эпир _ Раççей салтакĕсем _ туслăхра та пĕрлĕхре пурăнатпăр. Украина нацисчĕсене хирĕç вирлĕн çапăçатпăр. Çĕнтерỹ пирĕн енче пулатех! _ пĕлтерчĕ çирĕппĕн Владимир Петрович.
СВО участникĕн сăмахĕ тỹрре тухасса эпир те _ тылрисем _ пĕтĕм чун-чĕрепе шанатпăр...
З.Свеклова.