«Аннемĕрсем, ывăлсене кĕтсе илер пĕрле!»
Палтиелĕнчи Наильпе Гельзифа Вахитовсем _ ял хуçалăх производстви аталанăвне сумлă тỹпе хывнă çынсем. Наиль Зинетулловича пирĕн тăрăхра хăй вăхăтĕнче Палтиел пекарнин заведующийĕ пулнипе пĕлеççĕ. Гельзифа Гумеровна вара колхозра кассирта вăй хучĕ. Пенсионерсем ял пурнăçне хастар хутшăнаççĕ. Ырă кăмăллăскерсем ялта мероприятисем (Акатуй, Ял уявĕ тата ытти те) йĕркелемешкĕн спонсорла пулăшу параççĕ.
Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа Вахитовсем салтаксене, вĕсен çемйисене тимлĕхре тытаççĕ. Гуманитари пулăшăвĕ валли укçа-тенкĕ, ăшă япаласем параççĕ, фронтри ентешсен амăшĕсене тата мăшăрĕсене уявсенче саламласа чечек çыххи, парне кỹреççĕ.
Çак кунсенче акă тутар çемйи Палтиел ял территори уйрăмĕнче пурăнакан салтак амăшĕсене, çавăн пекех Палтиелĕн хисеплĕ çыннисене хăйсен килне пухрĕ. Сăлтавĕсем _ çывхаракан Аннемĕр кунĕ тата Гельзифа Гумеровна амăшĕн Сарра Шакировна Валиуллинăн (вăл, пурăннă пулсан, 103 çул тултармаллаччĕ) Çуралнă кунĕ.
Уява чи сумлă та хисеплĕ ватăсем _ Василя Мухаметзяновăпа Фердания Камалтдинова _ мусульмансен кĕллинчен пуçларĕç. Чĕррисемшĕн тата вилнисен чунĕсемшĕн Аллахран пулăшу ыйтрĕç. Кил хуçисем, Палтиел ял территори уйрăмĕн специалисчĕ Нурдания Хабибуллина контрактпа тата мобилизаци йĕркипе СВОра тăракансен амăшĕсене ывăлĕсене чĕрĕ-сывă кĕтсе илме чĕререн ырă сунăм сăмахне каларĕç. Наиль Зинетулловичпа Гельзифа Гумеровна кашни салтак амăшнех асăнмалăх парне пачĕç.
_ Чыс та мухтав Сире, салтак амăшĕсем! Эсир Тăван çĕр-шывăн чăн-чăн хỹтĕлевçисем çуратса ỹстертĕр. Ывăлăрсен паттăрлăхĕпе хăюлăхне пула эпир шанчăклă хỹтлĕхре. Шанатпăр: вĕсене пурне те тĕрĕс-тĕкел тата Çĕнтерỹпе кĕтсе илетпĕрех! _ терĕç вĕсем.
Чăн-чăн уяв кĕрлерĕ Вахитовсен кермен пек çуртĕнче. Хăнасем тулăх кĕрекере сăйланнă май кăмăлтан пуплерĕç, вырăнти артистсен юррисене итлесе киленчĕç, ташă картинче çаврăнчĕç. Тутар тата чăваш хĕрарăмĕсен туслăхĕпе пĕрлĕхĕ самантсерен туйăнса тăчĕ. Тарават хуçасене пурте чунтан тав турĕç.
Эпир те, Вахитовсен пархатарлăхĕ çумне хутшăнса, округри салтаксен амăшĕсене çывхаракан Аннемĕр кунĕ ячĕпе саламласа сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Наиль Зинетулловичпа Гельзифа Гумеровна сăмахĕпе каласан, Çĕнтерĕве кĕтсе илнĕ ятпа, ЫВĂЛĂМĂРСЕМПЕ пĕрле уявра савăнасчĕ тата.