Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Юрий УГАРИН: «Салтак пăттине» чăн-чăн арçынсем çеç çиеççĕ»

Юрий УГАРИН: «Салтак пăттине» чăн-чăн арçынсем çеç çиеççĕ»

ВĂХĂТ пĕр сисĕнмесĕр шуса иртет çав. Акă Пăчăрлă Пашьелĕнче пурăнакан Юрий Угарин Совет Çарĕнчи службăран таврăннăранпа 50 çул та çитет.

Юрий Васильевич çак юрă сăмахĕсене _ çывăрнă чух сасартăк вăратсан та _ пĕр сиктермесĕр каласа пама пултарать:

«Мы, как летчики, как летчики крылаты,

Хоть и не летаем в небесах.

Мы ракетчики, ракетчики-солдаты,

Мы стоим у неба на часах.

Тверже шаг!

Слушай враг!

Страшись ответа грозного!

Нам по велению страны

Ключи от неба вручены,

Ключи от неба звездного!»

_ Ракета çарĕсенчи салтак служби _ яланах асра, _ терĕ Юрий Угарин, мана дембель альбомĕнчи сăн ỹкерчĕксемпе паллаштарнă май. Пысăк вăрттăнлăх шутланнипе, ун чух чаç территорийĕнче сăн ỹкерчĕк тума та юраман, апла пулин те салтаксем майне тупнă-тупнах. Служба срокне вĕçлесе киле таврăнма васканă чух сăн ỹкерчĕксене атă кунчине чиксе илсе тухнă.

Юрий Васильевичпа вĕри юнлă çамрăклăха аса илсе чылайччен сăмахласа лартăмăр.

_ Эсир «вĕри юнлă çамрăклăх» тесе тĕрĕсех калатăр, _ терĕ йăл! та йăл! кулса Юрий Угарин. _ Вăй- хăват вĕресе тăнă вăхăтра _ 1972-1974-çулсенче _ Совет Çарĕнче хамăн салтак тивĕçне пурнăçларăм.

_ Салтака ялтан кайнă пулĕ-ха? Хумхануллăăсату самантне те манман ĕнтĕ...

_ Ялтан кайнă. Пирĕн вăхăтра салтака каясси чи пысăк чыс шутланнă. Ал шăлли вĕçтерсе урам тăрăх юрласа çỹренине, тăвансен пехилне илнине асрах тытатăп.

Ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕ. Хура кĕркуннехи йĕпе-сапаллă çанталăк. Урамра пылчăк çăрăлать. Çул-йĕр япăхса кайнипе «Аврора» колхоз автомашини путса ларчĕ. Вара мана Шăмăрша çитме «Белорусь» трактор уйăрса пачĕç.

Канашра пуйăс вакунне кĕрсе ларсан пире Оренбург облаçне илсе кайрĕç. Хамăр Ракета çарĕсене çакланнăшăн эпир çав тери савăнтăмăр. «Ракетный щит _ наш мирный труд надежно защитит!» _ тетчĕç пире командирсем.

_ Юрий Васильевич, Оренбургра тĕнчери пĕрремĕш летчик-космонавт Юрий Гагарин та вĕреннĕ вĕт...

_ Çапла, Гагарин пирĕн чаç çумĕнчех вырнаçнă çар авиацийĕн училищинче реактивлă самолетсемпе вĕçме хăнăхнă.

Эпĕ Ракета çарĕсен хатĕрленỹ центрĕнче 6 уйăх вĕрентĕм, мана «Вăтам инçĕшĕнчи зенитлă ракетăсен аслă операторĕ» специальность пачĕç.Кам ракетчик пулнă, çав лайăх ăнланать: аслă оператор çар дежурствинче чи яваплă должноçсенчен пĕри шутланать. Эпĕ зенитлă ракетăна аэродинамикăпа баллистика тĕллевĕсене тĕп тума пуск установкинчен кăларса янă çĕрте дежурствăра тăнă. Расчет начальникĕн заместителĕн ĕçне туса пынă.

Зенитпа ракета комплексĕ (ЗРК) тăшман сывлăшран тапăнасран талăкĕпех сыхă тăнă. 2П24 пуск установки _ «Круг» зенитлă ракета комплексĕн тытăмĕ. Ракета 3000 метртан пуçласа 25000 метр таран çỹллĕшне çĕкленнĕ, çеккунтра 600 метр хăвăртлăхпа вĕçнĕ. Енчен те çак çỹллĕшĕнче тăшман самолечĕ вĕçет пулсан, пирĕн ракета 100 проценчĕпех ăна çапса антарма пултарнă.

Хальхи вăхăтра «Круг» комплекс историе çеç кĕрсе юлнă, ăна универсаллă ЗРК С300В улăштарнă. Çак комплекс самолетсемпе баллистика ракетисене çеç мар, çунатлă (крылатые) ракетăсене те çапса антарать.

_ Юрий Васильевич, Сирĕн дембель альбомĕнче эпĕ Приволжски çар округĕн «За Родину» хаçатĕнчен касса илнĕ сăн ỹкерчĕке асăрхарăм. Сирĕн пирки унта: «Чи лайăх ракетчиксенчен пĕри, сылтăм флангри боец, çарпа политика вĕренĕвĕн отличникĕ, социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи», _ тесе çырнă. Чăннипех те, маттур салтак пулнă вĕт-ха Эсир!

_ Чăваш ятне яман, атте-анне пехилне асра тытнă. I-степень «Воин-спортсмен» знак та, Хисеп грамоти те илме тивĕçрĕм. Чаçри Хĕрлĕ Ялав умĕнче сăн ỹкерттерме тивĕç пулни те _ салтакшăн пысăк чыс.

_ Паян Раççей çарне службăна каякансене тата салтак пулма хатĕрленекен каччăсене мĕн каланă пулăттăр?

_ Салтак пăттине чăн-чăн арçынсем çеç çиеççĕ. Тăван çĕр-шыв умĕнчи чи пĕрремĕш тивĕçе _ ăна тăшманран хỹтĕлессине _ пурин те таса чунпа пурнăçламалла.

Спорта юратăр, вăй-хăвата тĕреклетĕр, салтакра пулса килнĕ аслă юлташăрсен ырă канашне шута илĕр.

Эпĕ хальччен хăй салтакра пулнишĕн ỹкĕннине никамран та илтмен. Пачах урăхла: çарта службăра тăнисем çав çулсене: «Ылтăн вăхăт», _ тесе хаклаççĕ, нумай çул иртсен те, салтакри юлташĕсене аса илеççĕ.

Хаçатра вырăн панипе усă курса, эпĕ Шăмăршă муниципалитет округĕнчен Ракета çарĕсенче службăра тăнă кашни çыннах хамăрăн уяв ячĕпе чĕререн саламлатăп, пурне те çирĕп сывлăх, телей сунатăп!

Ив.САЛАНДАЕВ калаçнă.



21 ноября 2024
10:54
Поделиться